Мышкина Альбина Федоровна
Мышкина Альбина Фёдоровна (1972 çул, çĕртме, 16, Чăваш АССР, Канаш районĕ, Анаткас Уçырма ялĕ çур.) — чăваш çыравçи, литература пĕлевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (2009).
Альбина Мышкина | |
Çуралнă чухнехи ят: | Мышкина Альбина Федоровна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1972, çĕртме, 16 |
Çуралнă вырăн: | Анаткас Уçырма ялĕ, Канаш районĕ Чăваш АССР |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, литература пĕлевçи |
Жанр: | повеç, роман, калав |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Чăваш прозине аталантарас ĕçри ӳсĕмсемшĕн вăл Чăваш Енĕн Çамрăксен Патшалăх премине илме тивĕç пулнă (1999).
РФ ÇП пайташĕ (2003)[1].
Пурнăçĕ
тӳрлет1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Анаткас Уçырма ялĕнче çуралнă.
Ялти вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх Университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕреннĕ. 1995 çултанпа Чăваш Патшалăх Университечĕн журналистика факультетĕнче ĕçлет. 1999-2002 çулсенче аспирантурăра вĕренсе чăваш литературипе филологи ăслăлăхсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 2006 çултанпа наука докторĕ, культурологи кафедрин доценчĕ, чăваш факультечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен декан çумĕ.
Ăслăх ĕçĕсем
тӳрлет- «Своеобразие чувашской художественно-философской прозы» (2006 - тухтăр дис.).
20 ытла чăваш прози пирки ĕçе çырнă, 1 монографи.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетЛитература енĕпе университетра вĕреннĕ чухнех ĕçлеме тытăннă. Паллă ĕçĕсем: «Юр пĕрчи» (1993), «Виçĕ хĕрпе сар каччă» повеçĕ («Ялав» журналта пичетленнĕ, 1995). Ун хыççăн асăннă журналта «Пурнăç техĕмĕ», «Çурçĕр хыççинчи шăнкăрав», «Сӳннĕ ĕмĕтсен утравĕ», «Малтанхи пил» повеçĕсем тухнă.
2004 çулта «Атте пилĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.