Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Çĕрпӳ районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Çĕрпӳ хула
Йĕркеленĕ вăхăт 1927
Район администрацин пуçлăхĕ Павлов Андрей Валериевич
Официаллă чĕлхе чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2017)
36 023 (2,91 %, 5-мĕш вырăн)
Йышлăх 45,55 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 90%
Конфесси йышĕ православсем
Лаптăк 790,80[2] çм² (11-мĕш вырăн)
Çĕрпӳ районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
Çĕрпӳ районĕн картти

Чăваш Енĕн варринчен çурçĕр еннерех вырнаçнă. Район администрацин центрĕ — Çĕрпӳ хули.

Тавралăхĕ

тӳрлет
 
Район территоринчи шывлăхĕнче чарлансем пурнаççĕ. Çурла, 2015, Çавал шывĕ çинчи Байгеево ялĕ

Район Чăваш Республикин çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-анăç енче Шупашкар, çурçĕр-тухăç енче — Сĕнтĕрвăрри, тухăç енче — Куславкка, кăнтăр-тухăç енче — Вăрмар, кăнтăр енче — Канаш, анăç енче — Красноармейски районĕсем вырнаçнă. Район территорин лаптăкĕ — 790,8 км².

Истори

тӳрлет

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

тӳрлет

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пер тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем.

Çутçанталăк

тӳрлет
 
Кĕçĕн Çавал шывĕ

Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.

Район климачĕ вăтам контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.

Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.

Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.

Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.


Администрациллĕ тытăмĕ

тӳрлет

Çул-йĕр

тӳрлет

Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.

Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.

Паллă çынсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет