Котлеев Виталий Иванович

Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1967). 1933 çулхи юпа уйăхĕн 29 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.

СССР тата РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Tyĕy Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1991 çулта К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ пулнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1953 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ (1958—1959), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентекенĕ, доценчĕ (1963—1989), вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ (1967), филологи факультечĕн деканĕ (1971) пулнă. «Структура слога в чувашском языке» темăпа доктор диссертацине çырнă.

Чăваш чĕлхи фонетикин чи паллă специалисчĕ, сасă тытăмне фонологи енчен тишкерессине пуçараканĕ. Унăн фонетика ыйтăвĕсене çутатса паракан ĕçĕсем пĕр пĕтĕмĕшле системăллă курсăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Чăваш чĕлхинчи фонемăсен системине, сасăсен пулăвне, вĕсен пахалăхне, сасăсене фонологи енчен, чăваш чĕлхин сасă тытăмне пуçласа сыпăк сингармонизмĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ. Сингармонизмлă сыпăксене вĕсенчи уçă сасăсемпе хупа сасăсене тата фонетикăри ытти тĕрлĕ пулăмсене, вĕсен физиологийĕпе акустика паллисене тĕрлĕ приборсемпе усă курса тĕпченĕ.

Çĕнĕ терминсем тăвас ĕçе йĕркеленĕ, фонетикăн чи кирлĕ ăнлавĕсен чăвашла-вырăсла словарьне туса хатĕрленĕ.

Виталий Котлеев ĕçĕсем ют çĕршывсенче тухса тăракан сборниксемпе журналсенче те пичетленнĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет
  • Фонетика. Ш , 1978;
  • Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш, фонетика терминологийĕ çинчен // Ăслăлăх çырăвĕсем. 88-мĕш кăларăм. Ш., 1979;
  • Чăваш чĕлхи. Ш., 1988 (Л.П. Сергеевпа пĕрле).

Литература

тӳрлет
  • Сергеев Л.П., Чернов М.Ф. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ çинчен // Коммунизм ялавĕ. 1982. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Котлеев В.И. // Сов. Чувашия. 1989. 16 мая;
  • Федотов М. Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 1989. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Горшков А.Е. Вăхăтсăр сӳннĕ талант //Хыпар. 1993. Окт. 29-мĕшĕ.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.