Шупашкар районĕ
Шупашкар районне — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Шупашкар районĕ | |||
| |||
Патшалăх |
![]() | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет |
![]() | ||
Тытăмĕ | 17 муниципаллă йĕркеленӳ | ||
Администраци центрĕ | Кӳкеç паçулкă | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Егоров Георгий Иванович | ||
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Исаева Алевтина Михайловна | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2013) |
62 487 (5,06 %, 1-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 53,01 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 92% | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Лаптăк | 1178,84[2] çм² (7 %, 2-мĕш вырăн) | ||
![]() | |||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83540 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
Координатсем: 55° с. ш. 46° в. д. / 55° с. ш. 46° в. д. (G) (O) |
1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă.
ТавралăхĕПравить
Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Тухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, анăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăмпа танлашать. Ку вăл республикăнри мĕнпур лаптăкран 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула евĕр паçулкăра вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.
ÇутçанталăкПравить
Шупашкар районĕ Чăваш платойĕ çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикат кирпĕчĕ тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.
Шупашкар районĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла нӳрĕк (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче) ӳкет.
Районти чи пысăк юханшыв — Атăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.
Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăçĕсем ытларах тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕПравить
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен 59,3 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Пурăнан халăхăн вăтам йышлăхĕ 43 çын/çм. Районта 2 хулапа (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар) 3 хула евĕр паçулкă (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Çĕнĕ Лапсар тата Кӳкеç).
Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.
Районти ял тăрăхĕсемПравить
Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:
ХуçалăхПравить
Пысăк промăçлăх центрĕсене çывăх пулнăран районта ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт-çу, çăмарта тупăшласа илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăшне (76%) сухаланă.
Паллă çынсемПравить
Çав. пекехПравить
ВуламаллиПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
КаçăсемПравить
- Район сайчĕ
- Район сăн ӳкерчĕкĕсем Архивленĕ 18 Ҫу уйӑхӗн 2007 çулта.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |