Алексеев Борис Алексеевич

Алексеев Борис Алексеевич (27.4.1911, Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ (халĕ Шупашкар районĕ) — 3.5.1973, Шупашкар) — чăваш раççей актёрĕ[1].

Борис Алексеев
Çуралнă чухнехи ят: Алексеев Борис Алексеевич
Çуралнă вăхăт: 1911, ака, 27
Çуралнă вырăн: Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1973, çу, 3
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Професси: XX ĕмĕрти совет/раççей/чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, театр педагогĕ
Гражданлăх: ССРП
Театр: Чăваш К. В. Иванов ячĕллĕ ПАДТ

Чăваш АССР халăх артисчĕ (1943), РСФСР халăх артисчĕ (1960), ССРП халăх артисчĕ (1969). ССКП пайташĕ (1944).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1932 çулта Шупашкарти мусăк театрĕн техникумĕнче вĕренсе тухнă.

1929 çултанпа — Чăваш драма театрĕн труппинче (халĕ Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ) (Шупашкар).

Вăрçă вăхăтĕнче пĕр актлă пьесăсен режиссёрĕ пулса ĕçленĕ, депутат функцисене пурнăсланă.

Темиçе çул хушши актёрсене вĕрентнĕ.

Борис Алексеевич Алексеев 1973 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. 2-мĕш № çăва çинче пытарнă.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Борис Алексеев пĕтĕм пурнăçне театра панă, уншăн пурăннă. 40 çул хушшинче 200 ытла сăнара калăпланă.

Вăл вылянă сăнарсем:

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Алексеев, Борис Алексеевич // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.

Каçăсем

тӳрлет