Çемен Элкер

Çемен Элкер (паспортра Элкер Семён Васильевич, 1915-мĕш çулччен Васильев хушаматпа çӳренĕ), (1892 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Мăн Упакасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш Ен1966, авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, çыравçи[1].

Çемен Элкер
Семён Васильевич Элкер
Semen Elger.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Семён Васильевич Васильев
Суя ятсем: Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин
Çуралнă вăхăт: 1892 çулхи çăвăн 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1954–1991).svg Мăн Упакасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1966 çулхи авăнăн 6-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Чыславсем: Чăваш халăх çыравçи (1940) Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекиЛенин орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

ПурнăçĕПравить

1892 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Мăн Упакассиялĕнче çуралнă.

Ялти пуçламăш шкулĕнчен пĕлӳ пухсан малалла вĕренме май килмен. 1915 çул пуçламăшĕнче ăна патша çарне хĕсмете илнĕ те. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче йывăр аманса тыткăна лекнĕ. 1916 çулта Раççее таврăннă, чылай хушă сипленнĕ. Хусанта вĕрентӳçсене хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Тăван ялĕнче пуçламăш шкулĕнче ĕçленĕ.

1922-1935 çулсенче Çемен Элкер «Канаш», «Пирĕн ял» хаçатсен тата «Сунтал» журнал редакцисенче вăй хунă. Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакцин аслă редакторĕ пулса тăрăшнă.

Пултаруллă çыравçă халăх ĕçне хастар хутшăннă. Ăна РСФСР Аслă Канашăн депутатне суйланă.

1966 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсемПравить

Пĕрремĕш сăвви 1921 çулта пичетленсе тухнă. Ун хыççăн çак кĕнекесем (пурĕ 40 патнелле) тухнă:

  • «Самана», (1928);
  • «Юмахсем» (1928);
  • «Хĕн-хур айĕнче» (1931, 1937, 1948);
  • «Шурăмпуç килсен» (1940);
  • «Çутă кунсем» (1945);
  • «Вун саккăрмĕш çул» (1948, 1953);
  • «Вутпа çулăм витĕр» (1949, 1982);
  • «Çырнисен пуххи» (пилĕк том, 1960-1964);
  • «Шĕнкĕл кайăк» (1974);
  • «Хурапа шурă», (1994).

«Шурăмпуç килсен» (роман, 1958), «Улăпсем» (сăвăллă юмах, 1959), «Хĕн-хур айĕнче» (поэма, 1960) кĕнекисене вырăсла куçарса пичетленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл Ленинград патĕнчи çупăçура пуçне хунă Смирнов Иван паттăр çинчен «Вăл вилĕмсĕр» поэмăна çырнă.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсемпе хисепленĕ. Унăн ятне 1964 çулта Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине çырнă.

ВуламаллиПравить

  • Эсхель, А. А. Поэт кунcулe : С. В. Элкер пурнaceпе пултарулaхe cинчен / А. А. Эсхель. – Шупашкар : Чaваш кeнеке изд–ви, 1974. – 64 с. : ил.
  • Кузьмин, А. И. Художественная проза С. В. Эльгера / А. И. Кузьмин. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1961. – 136 с.
  • Eфимов, Г. Аса илӳсем / Г. Eфимов // Тaван Атaл. – 2003. – № 3. – С. 46–48. Ишет унaн карапĕ // Ялав. – 1984. – № 5. – Хупл. 2 с.
  • Казаков, Н. С. Элкер ceршывeнче / Н. Казаков // Канаш (Канаш р–нe). – 2000. – 12 cу (№ 19). – С. 7.
  • Кaлкан, А. С. В. Элкере асaнса : сaвa // Кaлкан, А. Кaвак тӳпе / А. Кaлкан.– Шупашкар, 1979. – С. 33.
  • Кузнецов, Г. Таймапуc сана, Элкер! / Г. Кузнецов // Ceнтерӳшeн (Йĕпреç р–нe). – 1996. – 5 авaн.
  • Луc, Г. Куç умĕнче, чун–чĕрере / Г. Луc // Хыпар. – 1999. – 30 ака.
  • Луc, Г. “Произведени паха пултăр тесен ĕçленĕ чух пуç мими вĕресе кăна тăмалла” / Г. Луc // Тантăш. – 1999. – 23 çĕртме (№ 26). – С. 5.
  • Родионов, В. Кĕрхи çăлтăр / В. Родионов // Ялав. – 1994. – № 5. – С. 1–2.
  • Родионов, В. Г. Çеçпĕл çулĕпе / В. Родионов // Литература эткерe : 1991. – Шупашкар, 1991. – С. 62–67.
  • Родионов, В. Элкер – аслă çăлтăр / В.Родионов // Халaх шкулe=Нар. шк.– 1994.– № 2–3.– С. 107–111.
  • Хлебников, Г. Самана поэчe / Г. Хлебников // Хлебников, Г. Меслетпе aсталaх. – Шупашкар, 1984. – С. 70–97.
  • Хусанкай, П. Элкере : сaвa / П. Хусанкай // Хыпар. – 1997. – 27 cу.
  • Юмарт, Г. Cемен Элкер / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1999. – 28 кaрлач.
  • Драматургия послевоенных лет : (1945–1953) // Проблема конфликта в чувашской драматургии. – Чебоксары, 1966. – С. 53–71.
  • Иванов, Н. Народный поэт Чувашии / Н. Иванов // Вопр. лит. – 1962. – № 2. – С. 196–198.
  • Сироткин, М. Творчество С. Эльгера / М. Сироткин // Записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Шупашкар, 1952. – Вып. 6. – С. 67–108.
  • Сироткин, М. Народный поэт Чувашии Семен Эльгер / М. Сироткин // Дружба. – Шупашкар, 1956. – № 6. – С. 95–115.
  • Сорокин, В. Звезда первой величины / В. Сорокин // Совет. Чувашия. – 1994. – 30 апр.
  • Тихонов, П. Памяти Семена Эльгера / П. Тихонов // Чебоксар. новости. – 1999. – 15 мая.
  • Хайруллин, Р. З. Семен Эльгер // Хайруллин Р. З. Писатели народов России / Р. З. Хайруллин, В. Н. Пушкин. – М., 1993. – С. 117–118.
  • Элкер Семен Васильевич (1894–1966) // Ими гордится Чувашия. – Шупашкар, 1987.– С. 22–23.
  • Элкер Семен Васильевич // Краткая чувашская энциклопедия.– Шупашкар, 2001. – С. 504.
  • Юхма, М. Улица звездного человека // Юхма, М. Имена улиц, твоих, Шупашкар!. / М. Юхма. – Шупашкар, 2000. – С. 108–109.

АсăрхавсемПравить

КаçăсемПравить