Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи
Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу театрĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.
1914 çулхи çĕртме 28-мĕшĕнче «Млада Босна» террор йĕркелĕвĕн пайташĕ вунтăхăрçулхи серб гимназисчĕ Гаврила Принцип Сараевăра Франц Фердинанд австри эрцгерцогне вĕлернĕ хыççăн вăрçă тапранса каясси хĕрсех çитет.
Вăрçă хыççăн тăватă импери арканнă: Раççей, Германи, Австро-Венгри тата Осман империсем. Вăрçăна хутшăннă патшалăхсенчи 10 млн яхăн çын вилнĕ, 22 млн çын суранланнă.[2]
Термина палăртни
тӳрлетИсториографире çак термина, паллах, 1939 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланса кайнă хыççăн палăртнă. Унчен ăна Аслă вăрçă (акăлч. The Great War, фр. La Grande guerre), ятпа усă курнă.Раççей Империнче хăш чух Иккĕмĕш Тăван çĕршыв (Аттеçĕр) вăрçи, çапла та халăхра (революциччен те, хыççăн та) германи вăрçи тенĕ; кайран СССР вăхăтĕнче большевиксем ăна империализм вăрçи шутне куçарнă.
Хутшăнакансем
тӳрлетВар патшалăхсем: Германи, Австро-Венгри, Осман империйĕ, Болгари.
Антанта: Раççей, Франци, Аслă Британи.
Антанта тăмарĕсем (Антантăна вăрçăра пулăшнă): АПШ, Япони, Серби, Итали (вăрçăра Антанта енче 1915 çултанпа, Тройственный союз пайташĕ пулсан та), Черногори, Бельги, Египет, Португали, Румыни, Греци, Бразили, Китай, Куба, Никарагуа, Сиам, Гаити, Либери, Панама, Гватемала, Гондурас, Коста-Рика, Боливи, Доминикан республики, Перу, Уругвай, Эквадор.
Кун, çул | Кам вăрçăпа тухнă | Кама вăрçăпа хапсăннă |
---|---|---|
1914 утă, 28 | Австро-Венгри | Серби |
1914 çурла, 1 | Германи | Раççей |
1914 çурла, 2 | Германи | Франци |
1914 çурла, 3 | Германи | Бельги |
1914 çурла, 4 | Аслă Британи | Германи |
1914 çурла, 5 | Черногори | Австро-Венгри |
1914 çурла, 6 | Австро-Венгри | Раççей |
1914 çурла, 6 | Серби | Германи |
1914 çурла, 6 | Черногори | Германи |
1914 çурла, 12 | Аслă Британи тата Франци | Австро-Венгри |
1914 çурла, 15 | Япони | Германи |
1914 чӳк, 2 | Раççей | Турци |
1914 чӳк, 5 | Аслă Британи тата Франци | Турци |
1915 çу, 23 | Итали | Австро-Венгри |
1915 юпа, 14 | Болгари | Серби |
1916 пуш, 9 | Германи | Португали |
1916 çурла, 27 | Румыни | Австро-Венгри |
1916 çурла, 28 | Итали | Германи |
1917 ака, 6 | АПШ | Германи |
1917 ака, 7 | Панама и Куба | Германи |
1917 çĕртме, 27 | Греци | Германи |
1917 утă, 22 | Сиам | Германи |
1917 çурла, 4 | Либерия | Германи |
1917 çурла, 14 | Китай | Германи |
1917 юпа, 26 | Бразили | Германи |
1917 раштав, 7 | АПШ | Австро-Венгри |
1918 чӳк, 18 | вăрçă вĕçленĕвĕ |
Вăрçă умĕнхи кун-çул
тӳрлетЕвропăра аслă патшалăхсем— Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче хирĕçлӳсем чĕрре кĕме пуçлаççĕ.
1870 çулхи франк-прусси вăрçи хыççăн йĕркеленнĕ Германи империйĕ Европа континтĕнче политикăпа экономика енчен мала тухасшăн тапаçланма тытăннă. Колонисемшĕн кĕрешме 1871 çулĕ хыççăн кăна пуçласан, Германи патшалăхĕ Англи, Франци, Бельги, Нидерландсемпе Португалин харпăрлăхне хăй майла пайлама шутланă.
Германин гегемонлă тĕллевĕсене Раççей, Франци тата Аслă Британи хирĕçлеме пикеннĕ. Çакна пула вĕсем Антанта пĕрлешĕве туса хураççĕ.
Тĕрлĕ халăхлă Австро-Венгри, нацисем хушшинчи хирĕçлӳсем пирки пĕрмаях Европăра хĕрӳ кăвайтлă шутланнă, 1908 çулта туртса илнĕ Боснипе Герцеговинăна (Босни кризисĕ вулăр) алран вĕçертесшĕн мар пулнă. Вăл Балканри пĕтĕм славянсен хӳтĕлевçи — Раççейпе кăнтăр славянсене пĕрлештерме хăтланнă Сербие хирĕç тăрмашнă.
Малти Тухăçра пур патшалăхсен тĕллевĕсем пĕр çĕре тăрăннă, вĕсем арканакан Осман империн (Турци) пурлăхне хапсăннă.
Антанта патшалăхĕсем, пĕр енчен, Германипе Австро-Венгри, тепĕр енчен, талпăшни Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тĕксе çитернĕ. 1914 çул тĕлне икĕ ушкăн чăмăртаннă:
Антанта (вырăс-франци, анкăл-франци, каярах анкăл-вырăс пĕрлешĕвĕ 1907, хыççăн йĕркеленнĕ):
- Раççей империйĕ;
- Аслă Британи;
- Франци.
Блок Виççĕллĕ пĕрлешӳ:
- Германи;
- Австро-Венгри;
- Итали.
Итали, çапах та, вăрçăна 1915 çулта Антанта енче кĕнĕ — Германипе Австро-Венгри çумне вăрçă тапхăрĕнче Турципе Болгари хутшăнса, Тăваттăллă Пĕрлешӳ (е Вар патшалăхĕсен блокĕ) йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ çăлкуçсенче асăннă вăрçă сăлтавĕсем шутне экономика империализмĕ, суту-илу чаракĕсем, хĕçпăшал кӳпелĕвĕ, милитаризм тата автократи, вăйсен балансĕ, унчен пулса иртнĕ вырăнти хирĕçӳсем (Балкан вăрçисем, Итал-турккă вăрçи), Раççейпе Германири пĕтĕмĕшле мобилизаци тапачĕсем, территори хапсăнăвесем, европа патшалăхĕсен тăмарлă шантарусем кĕртнĕ.
Пур те вăрçă пуçланнин сăлтавне шыраççĕ те тупаймаççĕ. Вĕсен тĕпчени кăлăхах,тупсăмне вĕсем тупаймĕç. Вăрçă пĕр сăлтавран çеç мар, вăл пĕр харăсах пур сăлтавран тапранса кайнă.
— Томас Вудро Вильсон
Хĕçпăшаллă вăйсенчи лару-тăрăвĕ
тӳрлетТĕп патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем | |||||
---|---|---|---|---|---|
Патшалăх | Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) | Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) | Çăмăл кĕпçе | Уйри артиллерин йывăр кĕпçи | Самолётсем |
Германи | 768 | 3822 | 4840 | 1688 | 232 |
Австро-Венгри | 478 | 2300 | 3104 | 168 | 65 |
Пурĕпе | 1246 | 6122 | 7944 | 1856 | 297 |
Антанта хĕçпăшаллă вăйĕсем | |||||
Патшалăх | Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) | Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) | Çăмăл кĕпçе | Уйри артиллерин йывăр кĕпçи | Самолётсем |
Раççей | 1423 | 5338 | 6848 | 240 | 263 |
Аслă Британи | 411 | 1000 | 1226 | 126 | 90 |
Франци | 884 | 3781 | 3360 | 84 | 156 |
Пурĕпе | 2718 | 10 119 | 11 434 | 450 | 509 |
Вăрçă тапранса кайни
тӳрлетСараево хулинче 1914 çулта çĕртме, 28 «Млада Босна» вăрттăн ушкăнра тăнă вунтăхăр çулхи серб студенчĕ Гаврила Принцип Австри эрцгерцогне Франц Фердинанда пăшалпа пенĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ вăрçă тапранса каять. Çак пысăк вăрçă пуçланичченех Европăри аслă патшалăхсем — Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшмен самантсем чылайланса пынă. Германи экономики хăвачĕ хăпарса пынă май ăна тĕнчери сутлăх пасарĕсене тата пуянлăх управĕсене пайлас вăхăт çитсе тăнă, анчах çак ĕçсене Аслă Британи хирĕç пулнă. Французсемпе германсем чикĕ çумĕнчи тавлашуллă çĕрсемшĕн (Эльзаспа Лотаринги) хирĕçме тытăннă. Çывăх Тухăçра пĕтĕм патшалăхсем арканма пуçланнă Осман империйĕн (Турци) çĕрĕсене пайлама (хăйсен айне тума) хатерленсе тăнă.
- Çурла, 4 — германи çарĕсем Бельгине тапăнса кĕнĕ. Çав кунах Аслă Британи, Раççейпе Франци умĕнчи пĕрлĕх явăпĕсене пурнăçласа, Германине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- 1914, авăн (?)— пĕрремĕш (Марна çинчи) çапăçу.
- 1914 çулхи Тухăç-Прус операцийĕ.
Галицири çапăçу
Вăрçă икĕ тĕп вăрçă театăрĕсенче пынă.
- Анăç тата Тухăç Европăра;
- Балканра, Çурçĕр Италиире, колонисенче — Африкăра, Китайра, Океанире.
Юпа, 26 нимĕç шывайкимми U-24 (капитан-лейтенант Шнейдер) французсен «Амираль Гантом» пăрахутне торпедăланă. Пăрахут çинче вăрçă хăрушăвĕнчен таракан 2000 бельги çынни пулнă. Вĕсенчен 40 çын вилĕм тупнă.
1914 çулхи кампани
тӳрлет- çĕртме, 28 Австро-Венгри Серби умне ультиматум лартнă (эрцгерцога вĕлернĕ серб террорисчĕсене тытса пама хушнă), Серби ультиматумпа килĕшмен, çавăнпа Австро-Венгри Сербине вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ.
- çĕртме, 30 çакăн хыççăн Раççей çар мобилизаци тума тапăч кăларнă, вара Германи Раççей умне мобилизацине 12 сехет хушшинче чармалла тесе ультиматум лартнă.
- çурла, 1 — Германи Раççее хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- çурла, 2 — Германи Люксембурга оккупациленĕ те Бельги умне германи çарĕсене Бельги çĕрĕ витĕр Францине ирттерсе ямалла ультиматум лартнă.
- çурла, 3 — Германи Францине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
1915 çулхи кампани
тӳрлетПытантарса лартнă пулемёт вырăнĕ. 1915
- Горлица талпăнăвĕ
- Изонцо çинчи пĕрремĕш çапăçу
- Изонцо çинчи иккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи виççĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăваттăмĕш çапăçу
Вăрçă пуçлансанах тӳрех паллă пулать, çак хаяр кĕрешӳ тăсăмĕ вăрăм туртăмлă пулать. Антанта çĕршывĕсем, хăйсен вăйĕсем чылай пулсан та, пĕрлĕхлĕ ĕçсем тытса пырайман, çакăнпа уса курса Германи нумай тапхăр тапа тан вăрçма пултарнă.
Пĕрремĕш ăстрăм вăрçă хирĕсенче çапăçусем çав тери анлă пулса каяççĕ, весенче чылай халăхлă çарсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пĕрмĕш хут танксене, авиацийе, дредноутсене (карапсене), хими хĕç-пăшалне çапăçусене кĕртнĕ. Раççей çарĕсем пĕрре çеç мар тăшманăн дивизийĕсене хăйсем çине çавăрса тăмарĕсене пĕтĕмпех çапса аркатиччен хăтарса пынă.
1916 çулхи вăрçă кампанийĕ
тӳрлет- Брусилов талпăнăвĕ;
- Сомма çумĕнчи çапăçу
- Ютланди çапăçăвĕ;
- Верден çумĕнчи çапăçу
- Изонцо çинчи пиллĕккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи ултăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи çиччĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи саккăрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăхăрмĕш çапăçу
1917 çулхи вăрçă кампанийĕ
тӳрлет- Изонцо çинчи вуннăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вунпĕрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вуниккĕмĕш çапăçу (Капоретто патĕнчи çапăçу)
Нимĕçсемпе австро-венгăрсем çивĕч кĕрешнĕ пулин те, 1917 çул тĕлне çĕнтерӳ ĕçĕсем Антанта енне тайăлса пынă. Италия 1915 çулта Австро-Венгрине хирĕç вăрçă пуçлать. Антанта майлă АПШ тухать. 1916 , çурла Антантă çумне Румыни тăрать, анчах та ăнăçу çухалать; унăн çĕрĕсенегермани блокĕн çарĕсем йышăнаççĕ. Раççейри шалти ĕçĕсем хĕрсе кайнипе Февраль революцийĕ çĕнтерет, каярах Октябрь революцийĕ, çакăн хыççăн Раççей хăй шутпа вăрçăран тухса ӳкет (Брест мирĕ çырнă хыççăн), мĕншĕн тесен 1917 çулта Раççей вăрçă ĕçĕсене малалла тăсма пултарайман. Çак çăмăллăха пула Германи тепĕр çул хушши вăрçа тăсса пырать.
1918 çулхи кампани
тӳрлетАнтанта çĕнтерĕвĕсем
тӳрлет- Витторио-Венето патĕнчи итальянсемпе австрисен çапăçăвĕ.
- 1918 çулта чӳк уйăхĕнчи ăнăçусăр тапăну хыççăн (Анăç фрончĕ) Германире те революции пуçланнă (чӳк, 9 Вильгельм кайсера пĕрхĕтнĕ те Веймар республики йĕркеленĕ).
- 1918 чӳк, 11 германии тата тăмарлă çарпуçлăхĕ Компьенре çапăçусене чарса лартнă, çакăнпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пăчланса ларать.
- Чӳк уйăхĕнче Австро-Венгри темиçе çĕршыва пайланса каять; монархи йĕркине пĕтерсе хунă.
1919 çулта Парижри мирлĕ конференцире нимĕçсем Версаль килĕшӳ хучĕ çине ал пуснă.
Çавăн чухнех ытти килĕшӳ хучĕсене çирĕплетнĕ:
- Германипе (Версаль килĕшĕвĕ 1919)
- Австрипе (Сен-Жермен мирлĕ хучĕ 1919)
- Болгарипе (Нейи мирлĕ хучĕ 1919)
- Венгрипе (Трианон мирлĕ хучĕ 1920)
- Турципе (Севр мирлĕ хучĕ 1920).
Раççей вăрçăран тухни
тӳрлет
Вăрçă вĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
тӳрлетТулаш политика
тӳрлетПĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн тăватă импери хавшакланса саланса кайнă: Германи, Раççей, Австрипе Венгри тата Осман империйĕсем, юлашки иккĕшĕ пайланса кайнă, Германи тата Раççей монархийĕсене аркатнă, территорийĕсене сахаллатнă, экономика енчен хавшаннă.
Территори улшăнăвĕсем
тӳрлетПĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи çухатусем
тӳрлетХутшăнакан патшалăхсен хĕçпăшаллă çарĕсен çухатăвĕсем 10 миллион çынна яхăн çитнĕ. Халиччен те лăпкă пурăнакан халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухле пĕтнĕ пирки пĕтĕмлетнĕ хыпар çук. Вăрçăна пула тухнă выçлăхпа эпидемисенче, сахалтан та 20 миллион çын çĕре кĕнĕ[3].
Çав вăхăтра пурăннă çынсен шухăшĕсем
тӳрлет
Этемлĕх нихăçан та çакăн пек тăрăмра пулман. Ырлăхăн çӳллĕрех шайне çитеймен, ăс-халăн пуянлахĕпе усă курма пĕлмен çын аллине пĕрремĕш хут пач юлми шанчăксăр пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме пултаракан хĕç-пăшал лекрĕ. Çакăн пек пулчĕ малтанхи ăрусен пур чаплă кун-çулăн, пур мухтав ĕçĕсен çитĕнĕвĕ. Çынсен чарăнса тăрса хăйсен яваплăхĕ пирки шухăшласа илмелле. Вилĕм сыхласа х тăрать, итлекенскер, кĕтекенскер, хĕсмете кĕрсе пĕтĕм халăхсене шăлса яма хатĕрскер, кирлĕ пулсан, цивилизацие тусана кăларма та пултарть, чĕрĕлме пĕр шанăç та хăвармасть. Вăл хушасса çеç кĕтет. Вилĕм çак хăраса ӳкнĕ черчен чунран сăмах кĕтсе тăрать, вăлах çак хăйех инкеке лекнĕ чуна хушса тăраканĕ пулса тăчĕ.
— Черчилль[4]
Вăрçă астăвăмĕ
тӳрлетФранци, Аслă Британи, Польша
тӳрлетРаççей
тӳрлетВăрçăри çухатусем чи чылай пулнă пулин те, Раççейре официаллă Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче пуçне хунă çынсен астăвăм куне палăртмаççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Evans, David. Teach yourself, the First World War, Hodder Arnold, 2004. P. 188
- ^ Анăç тĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнин 90 çулне асăнать
- ^ Первая мировая война 1914—1918
- ^ Черчилль В. Мировой кризис. М.-Л.: Государственное военное издательство, 1932.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВооружённый мир и война. Описание требований Германии в будущей войне. 1914
- Раççей çарĕн Францири экспедици корпусĕ
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
- Талергоф
- Октябрь революцийĕ
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин тыткăнри çар çыннисем
- Аслă Тĕп çарпуçăн Ставки
- Эрмен геноцичĕ
- XX ĕмĕрĕн вăрçисем
- Бразили Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче
- Раççейĕн территори экспансийĕ
- Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче Раççей империн конфесси политики
- Япони Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче
Документлă кинофильмсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Зайончковский А. М.: Первая мировая война
- Мировая война в цифрах
- Шамбаров В.: За Веру, Царя и Отечество
- Яковлев Н. 1 августа 1914. 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. — М: Молодая гвардия, 1974.
- Книга:История первой мировой войны 1914—1918 гг.
- Де-Лазари П. Н. Химическое оружие на фронтах мировой войны 1914—1918 гг.
- Мельгунов С. П. «Золотой немецкий ключ» к большевистской ревполюции 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Парис: 1940
- Лиддел Гарт Б., «Энциклопедия военного искусства = Стратегия непрямых действий», ч. 2: Стратегия первой мировой войны, [1] 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ., М.—СПб., издательство АСТ, Терра Фантастика, 2003, с. 183—244.
- Такман Барбара. Первый блицкриг. Август 1914 [= Tuchman Barbara W. The Guns of August] / {{{1}}} м.: АСТ, СПб.: Terra Fantastica, 1999
Каçăсем
тӳрлетПĕрремĕш Тĕнче вăрçи Викиампарта? |
- Первая мировая война (Великая война). Предпосылки. Сражения. Битвы. Итоги войны
- Хронология Первой мировой войны
- Немецкая полевая экипировка Первой мировой войны 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Source List and Detailed Death Tolls for the Twentieth Century Hemoclysm. First World War
- http://www.firstworldwar.com (акăлч.)
- Различные ссылки по Первой мировой 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Первая мировая война 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Русская армия в Великой войне
- В. Воронин. «Русские не сдаются». К 95-летию начала Первой мировой войны
- Образы России и Франции и память о Первой мировой войне в современном общественном сознании наших стран. Круглый стол в Институте демократии и сотрудничества. Париж, 7 ноября 2008
- Фотографисем
Николай II Германие вăрçă хыпарлать * Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин сăрă фотографисем 2015 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://wwi.hut2.ru/ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- https://web.archive.org/web/20050224192639/http://www.cultinfo.ru/fulltext/1/001/008/004/263.htm
- WWI Eastern Front Foto
Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕнхи тата хыççăнхи ĕçĕсем Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин паллă пулăмĕсем Шаблон:ПТВ порталĕ