Куба
Куба (исп. Cuba), официаллă ят Куба Республики (República de Cuba) — Кариб тинĕсĕн çурçĕрĕнчи утрав çинчи патшалăх. Тĕп хули — Гавана.
Халăх йышĕ
тӳрлетУтрав çинче 11 мĕльюн 164 пин яхăн çын пурăнать.
Тавралăхĕ
тӳрлетКуба Мăн Антил утравĕсем çинче вырнаçнă. Чи пысăккисем — Куба тата Хувентуд («çамрăклăх», малтан Пинос утравĕ пулнă).
Куба 14 провинцирен тата пĕр уйрăмлă муниципаллă çĕртен (Isla de la Juventud) тăрать.
Истори
тӳрлетКунта пĕрремĕш Европа çынни Христофор Колумб çитнĕ, вăл архипелагăн тухăç çыранне 1492 çулхи чӳк уйăхĕнче ура пуснă. 1511 çулта Диего Веласкес де Куэльяр утравсен халăхне пăхăнтарнă, Баракоа фортне йĕркелесе тунă та Кубăн пĕрремĕш Испани пуçлăхĕ пулса тăнă. 1514 çул тĕлне утрав çĕрĕсенче çичĕ пурăнан вырăнсем йĕркеленĕ. 1515 çулта Веласкес хăйĕн тĕп хваттерне Сантьяго де Куба хулана куçарнă, каярахпа вара вăл Кубăн шĕкĕр хули вырăнне йышăнать. Колонизаци тапхăрĕнче вырăнти халăхпа хытă вăрçнă: кунта малтан таино инди йăхĕсем пурăннă, вĕсен шайĕ утравра 75 % çитнĕ пулнă.
1898 çулта АПШ Испанипе вăрçă пуçланă, çĕнтернĕ. Куба АПШ пăхăнăвне лекет. Конституцире АПШ утрав çине хăйсен çарĕсене кĕртме пултарни пирки çырнă пулнă.
1953 çулхи утă, 26 революционерсен ушкăнĕ, Фидель Кастро ертсе пынипе Монкада казармисене тапăннă. Анчах та çак чух вĕсем ăнăçу тупайман, çакăнта хутшăнакансене тĕрмесене хупса лартнă. 1955 çулта революционерсене амнистиленĕ. 1956 çулхи раштав, 2 революционерсен тепĕр ушкăнĕ «Гранма» яхтăпа утрав çине аннă. 1959 çулхи кăрлач, 1 пăлхавçăсем Гаванăна пырса кĕнĕ.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Национальная ассамблея2016 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Куба DMOZ-ра
- Викисклад: Атлас: Куба
- Сайт посольства Республики Куба в Российской Федерации.