Малти Хĕвелтухăç
Малти Хĕвелтухăç — Хĕвеланăç Азипе Çурçĕр Африка çĕрĕсем çинче вырнаçнă тăрăх.
Тавралăхĕ
тӳрлетИстори
тӳрлетЯтне Европа çыннисем панă. Пурăнакан халăхсем: тĕрĕксем, арапсем, перссем, еврейсем. Чылайăшĕ — мăсăльмансем. Çывăх Тухăç урлă Европăпа Америкăран Азине çулсем выртаççĕ. Кунти климачĕ типшĕклĕ, ака-суха уйĕсене шăвармалли темиçе мăн юхан шыв. Нефть тупăçлакан тĕп регион.
Хăйĕн пĕтĕм историйĕпе Çывăх Тухăç этемлĕх тĕнчи çуралнипе çыхăннă. Çавăнпа та çак регионта паллă политика, экономика, турă этеплĕхĕн тĕпĕсем никĕс хывнă. Кунта виçĕ тĕнче тĕнĕ - иудаизм, христианлăх тата ислам тĕвĕленнĕ. Христианлăх иудаизмран аталанса тухнă. Çывăх Тухăç территоринче авалхи патшалăхсем — Месопотамия тата Авалхи Икĕпат, каярах Персипе Арап империсем тĕрекленнĕ.
Çывăх Тухăçăн паянкунхи çул-йĕрĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен, Осман империйĕ темиçе ирĕклĕ патшалăха пайлансан пулса çирĕпленнĕ. Çăк çĕрсен историнче политикăн паллă пулăмĕ — 1948 çулта Израиль патшалăхне йĕркелесе хуни.
Нефть чылай тупăçланипе Çывăх Тухăçа XX ĕмĕрте çĕнĕ политика тата хуçалăх чаплăхне хăпартать. 1945 çултанпа Сауд Аравинче, Иранра, Кувейтра, Иракра, ОАЭ-ра питĕ нумай нефть тупăçлаççĕ.
Сивлек вăрçăра Çывăх Тухăç Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсемпе Совет Союзĕ хушшинчи идеологи кĕрешĕвĕн театăрĕ пулса тăрать. Халĕ политика енчен тăнăçсăр. Регионăн хĕрӳллĕ политика кăлтăкĕсем — Ирак вăрçи, палестина-израиль хирĕçĕвĕ, Пакистанпа Афганистанри лăпкă мар лару-тăру, Пакистанпа Инди хушшинчи Кашмир пирки тытăçу.
Каçăсем
тӳрлет- Питĕрти хальхи Малти Хĕвелтухăçа тĕпчекен центр 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Малти Хĕвелтухăç - израиль журналисчĕсен куçĕсемпе 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Малти Хĕвелтухăç - хыпарсен центрĕ