Орлов Георгий Фёдорович

Орлов Георгий Фёдорович (1925, пуш, 29, Чăваш АССР, Шупашкар районĕ, Толиккасси ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, прозăçи.

Георгий Орлов
Çуралнă чухнехи ят: Орлов Георгий Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1925, пуш, 29
Çуралнă вырăн: Толиккасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парни (1970)

СССР ÇП пайташĕ (1961 ç.). 1981 çулта çыравçăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятпа чысланă.

1970 çулта Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденсене, медальсене тивĕçнĕ[1].

Пурнăçĕ

тӳрлет

1925 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Толиккасси ялĕнче çуралнă.

Чулхулари аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательствин аслă, кайран, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ ĕçĕ вырăнĕнче вăй хунă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Унăн çак кĕнекесем пичетрен тухнă:

  • «Çуралнă кил» (1962);
  • «Тантăшсем» (1970);
  • «России солдат» (Раççей салтакĕ, вырăсла, 1971);
  • «Юрату» (1973);
  • «Рассказы дядюшки Тривима» (Тривим кукка калавĕсем, вырăсла, 1983);
  • «Свет родного очага» (Тăван кил çути, вырăсла, 1987);
  • «Ирхи йĕрсем» (2004);
  • «Вут-тăвăллă çулсем» (2004).

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Орлов Георгий Фёдорович 2016 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет