Çĕнĕ Шупашкар
Çĕнĕ Шупашкар, — Чăваш республикин тĕп хулинчен — Шупашкартан 21 çухрăмра вырнаçнă çум-хула. Пĕтĕмпе хулара 126 пин çын пурăнать, хулан çĕр лаптăкĕ — 36,7 çм2. Хула патĕнче Шупашкар ГЭСĕ вырнаçнă.
1965
|
Хула виççĕ района пайланать: Анăç, Кăнтăр тата Тухăç. Вĕсене пурĕпе 18 микрорайон кĕрет.
Хула кун-çулĕПравить
Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта хăпартма пуçланă. Çав вăхăтра пысăк хуласем çумĕнче çум-юлташ (спутник) туни анлă саралнă пулнă. Никĕсне хунă тапхăрта хула "Спутник" ятлă пулнă. Малтанах ăна пушă вырăнсенче çĕкленĕ, каярах хула территорине юнашар ял — Ельниково, Яндашево, Анаткасси, Чиканкасси тата ыттисем — çĕрĕсем те кĕрсе каяççĕ:
Хула çуралнă кунĕ — 1960 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕ. Çĕнĕ Шупашкар питĕ хăвăрт ӳснĕ. 1978 çулта халăх митингĕ çак пурăну лаптăкĕн пĕрремĕш миллион çм2 хывнине палăртнă, тепĕр пилĕк çултан хулара çĕр пиннĕмĕш çын çуралнă.
Хула вырăнĕнче пулнă ялсемПравить
ХуçалăхĕПравить
- ОАО «Химпром»
- ХАП «ДюПон Химпром»
- Шупашкар ГЭСĕ
- Шупашкар пăрăх завочĕ
- МУП Çĕнĕ Шупашкар электро чĕнтĕрĕ
- МУП Çĕнĕ Шупашкар ăшă чĕнтĕрĕ
- Сăра пĕçерекен компани УАП «Сан ИнБев»
- УАП Мамăк тĕртекен фабрика «ПИКЕ»
- УАП «Çĕнĕ Шупашкар макарон фабрики»
- РГУП «Çĕнĕ Шупашкар çăкăр завочĕ»
- Асфальт-бетон завочĕ УАП «Дорисс»
- УАП «Комбинат напитков»
- УАП «Стройдеталь»
- УАП «ИСК»
КультураПравить
ТеатрсемПравить
- Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă мим-театр «Çумăр»
Адресĕ: 41 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар
- Чăваш патшалăх хăнăхтаруллă драма театрĕ
Адресĕ: 27 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар
Хаçат-журналПравить
- «Грани» (хаçат) [3]
- «Спортивный вестник» (хаçат) [4]
- «К здоровью через культуру» (журнал) [5]
Тăванла хуласемПравить
Паллă çынсемПравить
- Григорьева Лидия Николаевна — спортсмен, çăмăл атлетика (10000 çм) ăсти.
- Юрзинов Владимир Владимирович (кĕçĕнни ) — совет хоккеисчĕ, раççей тренерĕ.
- Усанов Павел Анатольевич — раçсей музыканчĕ, «Любэ» ушкăнĕн бас-гитарисчĕ.
- Нестерова Алевтина Никитична — чăваш сăвăçи.
- Григорьев Денис — раççей музыканчĕ, рэпер.
АсăрхавсемПравить
- ^ БД ПМО Чувашской Республики. Город Новочебоксарск
- ^ ВОЕННО-ЭКОНОМИЧЕСКАЯ СПРАВКА
- ^ Сайт ГУП "Издательский дом "Грани"
- ^ Сайт газеты "Спортивный вестник"
- ^ K zdorovʹi︠u︡ cherez kulʹturu : zhurnal Mezhdunarodnogo obshchestvennogo dvizhenii︠a︡ "K zdorovʹi︠u︡ cherez kulʹturu" = To health via culture : journal of the World Health Culture Organization.
ВуламаллиПравить
КаçăсемПравить
- Хула администрацийĕн официаллă сайчĕ
- Çĕнĕ Шупашкар «Манăн хула» энциклопедире
- Çĕнĕ Шупашкар хаçачĕ
- Çĕнĕ Шупашкар картти
- Çĕнĕ Шупашкар фотогалерейи
- Новочебоксарск — Пирĕн хула сайчĕ Архивленĕ 17 Раштав уйӑхӗн 2017 çулта.
- Хула гербĕ
- ХК «Сокол» Архивленĕ 1 Ҫу уйӑхӗн 2010 çулта.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
|