Шупашкар ГЭСĕ

Шупашкар ГЭСĕ, — Çĕнĕ Шупашкар патĕнче Атăл çинче вырнаçнă ГЭС. Проект тăрах унăн хăватлăхĕ 1400 Мвт. Пурĕ 78 хăватлă 18 гидроагрегат. Гидроагрегачĕсем çаврăнакан лопастьлĕ турбинăсем. Çул тăршшĕпе 3,31 млрд. квт·ч электроэнерги кăлармалла, шыв тулни (напорĕ) 18, 9 метр. 1968 çулта хăпартма пуçланă. 1980 çулхи раштавăн 31 пĕрремĕш гидроагрегатне хута янă. Ун чухне шыва 61 метр çуллĕшне çеç хăпартнă. 1981 çулта кимĕсем Шупашкар гидроузелĕ тăрăх меллĕн çӳремешкĕн шыва 63 метр тарин хăпартнă. Хальхи вăхăт таринех ГЭС çак шыв çӳллĕшĕнче ĕçлет.

ГЭСăн шыв шайне хăпартасси

тӳрлет

ГЭСăн шыв шайне хăпартасси, е хальхи шайрах хăварасси çинчен нумай тавлашаççĕ. Ытларах енĕпе шыв шайне хальхинчи пек хăварассишĕн Чулхула облаçĕпе Мари Эл республики тăрăшаççĕ. Хальхи шайра хăварсан çĕрсем шыв айне пулмĕç пулсан та ГЭС сооружениĕсем ванса пыни пăшăрхантарать. Çав енчех тата ГЭС та проектлă хăватлăхпа ĕçлемест.

Шупашкарта шыва хăпартас ыйту хăвăрт йышăнманнине пула Чиркӳ çулне те туса хума ĕлкĕрчĕç.

Литература

тӳрлет
  • Дворецкая М.И., Жданова А.П., Лушников О.Г., Слива И.В. Возобновляемая энергия. Гидроэлектростанции России. — СПб.: Издательство Санкт-Петербургского политехнического университета Петра Великого, 2018. — ISBN 978-5-7422-6139-1
  • Гидроэлектростанции России. — М.: Типография Института Гидропроект, 1998.
  • Слива И. В. История гидроэнергетики России. — Тверь: Тверская Типография, 2014. — ISBN 978-5-906006-05-9
  • Мельник С.Г. . — М.: Фонд «Юбилейная летопись», 2007.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Раççейри пысăк гидроэлектростанцисем Шаблон:Атăл урлă каçăсем