Чулхула облаçĕ

Чулхула облаçĕ, — Раççей Федерацийĕн Европа пайĕнчи субъекчĕ. 1929 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Тӗп хули Чулхула хули. Атăлçи федераци тăрăхне кĕрет[1].

Чулхула облаçĕ
Нижегородская область  

Flag of Nizhny Novgorod Region.svg Coat of arms of Nizhny Novgorod Region.svg
Чулхула облаçĕн ялавĕ Чулхула облаçĕн гербĕ
Map of Russia - Nizhny Novgorod Oblast.svg
Тĕп хули Чулхула
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

 

76 900 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

 

3 359 800 патнелле (2008)
43,97/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Атăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ 52,152
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Пуçлăх
Министрсен кабинечĕн ертӳçи
Патшалăх Каншĕн ертӳçи
Гимн Чулхула облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Çурçĕр-анăçра Кострома, çурçĕр-тухăçра — Киров облаçĕсемпе, тухăçра — Мари Эл тата Чăваш Ен республикăсемпе, кăнтăрта — Мордва Республикипе, кăнтăр-анăçра — Рязань облаçĕпе, анăçра — Улатимĕр тата Иваново облаçĕсемпе чикĕ тытать.

ТавралăхĕПравить

ИсториПравить

Мезолит эпохинче Чулхула облаçĕнче Пустынь I этем тăнă тата Наумовка I, Красный Бор 5 тата ур. пурăнан вырăнсем пулнă. Бронза эпохинчи Фатьян культурин тапхăрĕнчи виле вырăнĕсене Чкаловск, Ветлуга тата Краснобаки районĕсенче чакаласа тупнă[2].

I Петĕрĕн облаç реформи хыççăн, 1708 çулта Чулхулана таврашĕнчи çĕрсемпе пĕрле Хусан кĕпĕрнине кĕртнĕ. 1714 çулта Чулхула кĕпĕрнине туса хунă.

РСФСР йышĕнче Чулхула облаçне 1929 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче йĕркелесе янă. Çав çӳлтах, утăн 15-мĕшĕнче облаçĕ Чулхула Ен ята куçарнă (1932 çулхи юпан 7-мĕшĕнче — Горький Ен тенĕ).

1936 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Ене Чулхула облаçĕ (унтан Мари тата Чăваш ресубликисем уйрăлса тухнă) ята куçарнă.

1954 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчен Арзамас облаçне кăларнă. 1957 çулхи акан 23-мĕшĕнче Арзамас облаçне пăрахăçланă, территорине Чулхула облаçне тавăрнă.

1990 çулхи юпан 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хутайĕпе[3][4] облаçе вырăслаНижегородскую область ята тавăрнă.1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ облаçе урăх ят панине çирĕплетнĕ, РСФСР 1978 çулхи Конституцин 71 статьине улшăну кĕртнĕ, çак саккун 1992 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче вăя кĕнĕ[5].

1994 çулта облаç йышне Иваново облаçĕнчен Сокольски районне панă.

ХуçалăхĕПравить

ЛитератураПравить

КаçăсемПравить

  1. ^ Самойлова Г.С., Горячко М.Д. и др Нижегоро́дская о́бласть / председ. Ю.С. Осипов и др., отв. ред. С.Л. Кравец. — Мăн Раççей Энциклопедийĕ (в 35 т.). — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия», 2013. — Т. 22. Нанонаука - Николай Кавасила. — 26000 экз. — ISBN 978-5-85270-358-3
  2. ^ Т. Д. Николаенко. «Археологическая карта России: Нижегородская область» // Москва, 2004.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 22 октября 1990 года «О переименовании города Горького в город Нижний Новгород и Горьковской области в Нижегородскую область». çăлкуçран архивланă 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  4. ^ Общество | Информация о Нижегородской области | История Нижегородского края | Советский период | Административно-территориальное устройство. Правительство Нижегородской области. çăлкуçран архивланă 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  5. ^ Закон Российской Федерации от 21 апреля 1992 года № 2708-I «Об изменениях и дополнениях Конституции (Основного закона) Российской Советской Федеративной Социалистической Республики» // Ведомости Съезда народных депутатов РСФСР и Верховного Совета РСФСР. — 1992. — № 20. — ст. 1084. Данный закон вступил в силу с момента опубликования в Российской газете 16 мая 1992 года.