Иваново облаçĕ
Иваново облаçĕ (выр. Ивановская область) — Раççейĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă облаçĕ. Тĕп хули — Иваново. Мускавран Ивановăна 318 км.
Иваново облаçĕ | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Иваново | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
72-мĕш 23 900 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
48-мĕш 1 079 650 патнелле (2008) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Тĕп Федераллă Округ | ||||
Экономика регионĕ | Тĕп район | ||||
Регион номерĕ | 37 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | |||||
Губернатор | Михаил Мень | ||||
Гимн | Иваново облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
ГеографиПравить
Облаç территорийĕ: 23 900 км2. Юнашар çĕрсем: Ярославль, Улатимĕр, Кострома тата Чулхула облаçĕсем.Облаç Раççейăн Ервопă пайĕн варринче, Атăлпа Клязьма хушшинче вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла - 158 км, хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçне - 230 км.
ИсториПравить
1918 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Иваново-Вознеснск кĕперен тĕп хули пулса тăрать. Унта Кострома кĕпернинчи Кинешма, Юрьевец уесчĕсем туллинех тата Нерехта уесчĕн пайĕпе Улатимĕр кĕпернинчи Шуй уесĕпе Ковровпа Суздаль уесĕсен пайĕсем кĕреççĕ. 1929 çулхи чӳкăн 14-мĕшĕнче революциченхи Улатимĕр, Кострома, Ярославль кĕпернисене пĕрлештерсе Иваново промăçлăх облаçне тăваççĕ. Кунта 5 миллиона яхăн çын пурăннă. Продукци хакĕпе ку облаç Мускавпа Ленинградран кăна кая юлнă. Кунта пĕтем союзри 49 % хут, 77 % йĕтĕн пир-авăрне тунă. Облаçра 65 хулапа поселок пулнă, весем хушшинче Иваново-Вознесенск, Ярославль, Улатимĕр, Кострома, Рыбинск, Ковров.
ДемографиПравить
- Халăх йышĕ 1079,6 пин çын ( 2008 кăрлач) (1114,9 — 2005).
- Йышлăх : 50,4 çын/км² ( 2008 кăрлач) (51,1 — 2005).
- Хулара пурăнакансем: 80,8 % ( 2008 кăрлач).
Халăх | 2002 йышĕ, пин (* Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.) |
---|---|
Вырăссем | 1075,8 |
Украинецсем | 10,6 |
Тутарсем | 8,2 |
Эрменсем | 4,0 |
Белоруссем | 3,5 |
Азербайджансем | 3,2 |
Чикансем | 2,0 |
Ирçесемпе Мăкшăсем | 1,9 |
Чăвашсем | 1,6 |
Молдавансем | 1,2 |
1000 çынран нумайрах халăхсене кăтартнă |
Административла пайланиПравить
Облаçре 21 район, 4 хула районĕ (Иваново хулинче — Ленин, Совет, Октябрь, Фрунзе), облаçе пăхăнакан 6 хула, района пăхăнакан 11 хула тата 31 рабочи поселокĕ.
№ п/п | Иваново облаçĕн районĕсем | Район тĕпĕсем |
---|---|---|
1 | Тури-Ландех районĕ | Тури Ландех пгт |
2 | Вичуга районĕ | Вичуга хули |
3 | Гаврилово-Посад районĕ | Гаврилов Посад хули |
4 | Заволжск районĕ | Заволжск хули |
5 | Иваново районĕ | Иваново хули |
6 | Ильинск районĕ | Ильинское-Хованское пгт |
7 | Кинешма районĕ | Кинешма хули |
8 | Комсомольски районĕ | Комсомольск хули |
9 | Лежнево районĕ | Лежнево пгт |
10 | Лух районĕ | Лух пгт |
11 | Палех районĕ | Палех пгт |
12 | Пестяки районĕ | Пестяки пгт |
13 | Приволжск районĕ | Приволжск хули |
14 | Пучеж районĕ | Пучеж хули |
15 | Родники районĕ | Родники хули |
16 | Савино районĕ | Савино пгт. |
17 | Тейково районĕ | Тейково хули. |
18 | Фурманов районĕ | Фурманов хули |
19 | Шуя районĕ | Шуй хули |
20 | Южа районĕ | Южа хули |
21 | Юрьевец районĕ | Юрьевец хули |
5 пин ытла пурăнакан вырăнсем 2008 çулхи кăрлачра | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Çавăн пекех пăхăрПравить
КаçăсемПравить
- Иваново облаçĕн правительствин сайчĕ Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Иваново облаçĕн википедийĕ(ĕçлемен каçă)
- Иваново Афиши Архивленĕ 9 Ҫурла уйӑхӗн 2013 çулта.
- Иваново облаçĕ "Вся Россия" справочник-каталогра Архивленĕ 16 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.
- Иваново облаçĕн администрацин сайчĕ Архивленĕ 17 Чӳк уйӑхӗн 2006 çулта.
- Ивановопа Иваново облаçĕн предпритисем
Иваново облаçĕ Викиампарта? |