Иваново

Раççей хули
Иваново
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Иваново облаçĕ
Никĕсленĕ: 1561
Хула, çултан: 1871
Халăх йышĕ, пин çын: 406,5 (2008)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 57°00′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 40°59′ х. т. д.

Иваново, — Иваново облаçĕн тĕп хули.

Хула пуçлăхĕ — Александр Фомин; 2005 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче суйланă.

Хулара 4 район: Ленинский, Октябрьский, Советский, Фрунзенский.

Халăх йышĕ

тӳрлет
1897 1917 1923 1926 1939 1959
54 200 174 400 71 800 111 200 285 200 338 000
1970 1979 1989 1996 2002 2007
425 900 464 500 481 000 471 900 431 721 409 000

Кун-çулĕ

тӳрлет

1871 çулта йĕтĕнпе ĕçлекĕн Иваново салипе (пĕрремĕш хут 1561 çулта асăннă) Вознесенски Посачĕ (1836 çулта никĕсленнĕ) пĕрлешнипе Иваново хули туса хунă. 1932-мĕш çулчен Иваново-Вознесенск ятлă пулнă. Раççейри çăмăл промăçлăхăн тĕпе пулнă. 1914 çулта хула Раççейри чи пысăк 20 хула шутне кĕнĕ.

Пир тĕтрекенсен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă.Çавăнпа час-часах пролетариат забастовкăсем иртернĕ. 1905 çулта, пĕрремĕш вырăс революци вăхăтĕнче, Ивановăра рабочи депутачăсен Канашĕ йеркеленĕ (Раççейре пĕрремĕш). Çакăнтан пĕрремĕш Совет хули ят тухнă.

1905 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 72-кунлăх пĕтĕм рабочи хутшăнакан стачка пуçланать. Пуçаракансемпа ертсе пыракансем хушшинче А. С. Бубнов (Химик), Н. Н. Колотилов (Лапа), Н. И. Подвойский (Мироныч), М. В. Фрунзе (Арсений) профессиллĕ революцинерсем пулнă. Хулара забастовкăна хутшăнакан предприятисенчен 151 çынран тăракан Канаш туса хураççĕ.

Çăвăн 17-мĕшĕнче хула варринче митингсем иртерме чарсан рабочисен Канашĕн ларăвĕсем хуларан тулашĕнче пулаççĕ. Талка юханшывĕ хĕрринче нумай çынна пулçтарăнма чарнă хыççăн тепĕр кун салтаксемпе казаксем рабочисене хирĕç хĕçпăшал усă кураççĕ. Çу уйăхĕнче фабрикăсем ĕçлеме тытăнаççĕ.

Юпа уйăхĕн 22 Талка хĕрринче черносотенецсемпе (?) хирĕçнĕ вăхăтра стачкăн ертӳçи - Ф. А. Афанасьев (Отец) вилет.

1915 çулхи çурла уйăхĕнче нумай халăх вăрçа хирĕç тăрать. 1915 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче демонстрцине салатнă вăхăтра 30 çынна вĕлереççĕ тата 53 çына амантаççĕ.

Вилнисем хушшинче вырăнти большевиксен ертӳçисенчен пĕри - Е. С. Зиновьев та (Федор) пулать. Иваново-Вознесенскра демонстрацине персе прахнине хирĕçлесе нумай хулара халăх пăлханать.

1937 çулта хулара Интердом уçăлнă. Унта ют çĕршывсенчи коммунистсен ачисем вĕреннĕ, çав шутра Александр Карастоянов, Долорес Ибаррури, Мао Цзэдун ачисем.

Иваново хулинче «Нормандия-Неман» авиаэскадрилья кун-çулĕ пуçланнă.

1984 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче хула çине питĕ вăйлă çавра çил тапăнать. Хулапа облаçре 100 ытла çурта çĕмĕрет. Темиçе вун çын вилет, темиçе çĕр çын аманать.

1992 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Иваново аэродромне ларнă чух Минеральные Воды-Донецк-Иваново арканать. 84 çын вилет.

Экономика

тӳрлет

Кӳршĕ хуласемпе (Улатимĕр, Ярославль, Кострома) танлаштарсан, Иваново промăçлăх енĕпе аталалнни сисĕнет. Хула пир-авăр центрĕ тесе шутланнă. Пĕрремĕш пир-авăр мануфактурисем XVI ĕмĕртех никĕсленнĕ. XX-мĕш ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче хулара машинăсем тăвакан заводсем тума тытăннă. Хальхи вăхăтра апат-çимĕç промăçлăхĕ аталанать. Хими предприятийĕсем пур. 2007 çулта хулара 15 875 млн. тенкĕлĕх таварпа сервис тунă.

Аслă пĕлӳ

тӳрлет

Пĕрремĕш вузсем (Иваново-Вознесенск политехника институчĕпе и Иваново-Вознесенск педагогика институчĕ) 1918 çултах уçăлнă. Хальхи вăхăтра Ивановора:

  • [Иваново патшалăх архитектурăпа çурт-йĕр тăваслăх университечĕ [1]
  • Иваново патшалăх медицина академийĕ [2]
  • Иваново патшалăх ял хуçалăх академийĕ [3]
  • Иваново патшалăх пир-авăр академийĕ [4]
  • Иваново патшалăх университечĕ [5]
  • Иваново патшалăх хими технологи университечĕ [6]
  • В. И. Ленин ячĕллĕ Иваново патшалăх энергетка университечĕ. [7]
  • РФ МЧС Иваново патшалăх пушара хирĕç хĕсмет институчĕ [8]
  • Унсăр пуçне Мускаври университетсен филиалĕсем пур.

Этеплĕх

тӳрлет

Иваново хулинче 3 театр вырнаçнă:

  • Иваново облаçĕн драма театрĕ
  • Иваново музыка театрĕ
  • Иваново пукане театрĕ

Хулара виçĕ пысăк кинотеатр: «Современник», «Лодзь» тата «Искра».

8 музей:

  • Иваново Д.Г. Бурылин ячĕллĕ патшалăх историпе тăван ен тĕпчев музейĕ.
  • Иваново ситсин музейĕ
  • Иваново обалçĕн ӳнер музейĕ
  • Пĕрремĕш Совет музеёĕ
  • Д.Г. Бурылин ячĕллĕ промăçлăх тата ӳнер музейĕ
  • Бубновсен кил-йышĕн çурчĕ
  • А.И. Морозов музейĕ
  • Б.И. Пророков музей-çурчĕ

Паллă çынсем

тӳрлет

Тăванлă хуласем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Массăллă хыпар хатĕрĕсем (вырăсла)

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.