Илюхин Юрий Александрович

Юрий Александрович ИлюхинЧăваш Республикин Шупашкар районĕн Шăпачав ялĕнче 1925 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çуралнă. ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ.

Юрий Илюхин
Çуралнă чухнехи ят: Илюхин Юрий Александрович
Çуралнă вăхăт: 1925, нарăс, 2
Çуралнă вырăн: Шăпчав ялĕ, Шупашкар районĕ Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Кун-çулĕ тӳрлет

1940 çулта музыка училищине сĕрме купăс класне вĕренме кĕрет. Вăрçă тухсан вăхăтлăха Ишеке таврăнать, клуб заведующийĕ пулать, библиотекăра ĕçлет.

1943 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Курск пĕккинче пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче çартан таврăнсан, музыка училищинче малалла вĕренме пуçлать, Чăваш патшалăх симфони оркестрĕнче ĕçлет.

Вĕренсе тухсан юрă-кĕвĕ ӳнерлĕх ыйтăвĕсемпе статьясем çырать. Пĕрремĕш статйи "Чăваш коммуни" хаçатра 1950 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче пичетленсе тухать.

1955 çулта Хусанти консерваторирен вĕренсе тухать.

Паллăрах ĕçĕсем тӳрлет

  • "Чăваш музыка культури" ярăмпа " Чăваш халăх музыки" (1961ç.);
  • "Композиторы Советской Чувашии"(1978, 1982 çулсем);
  • " Григорий Хирбю" монографи (1985 ç.);

Ф. Павлов пултарулăх ĕçĕсен икĕ томне хатĕрлет, 20 ытла ăслăлăх статйи çырса кăларать.

Чыслани тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет