Ишек

(Шăпачав ҫинчен куҫарнӑ)

Ишек, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.

Ишек
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Ишек
Никĕсленĕ XIII-XIV ĕм.
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ христиансем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ

Тавралăхĕ

тӳрлет

Район центрĕнчен 32 км, Шупашкартан 35 км тата Ишлей чукун çул чарăнăвĕнчен 12 км вырнаçнă. Ял çумĕнче Муркаш Унгана юхса кĕрет. Юнашар Шупашкар- Калинино- Саранск автоçул иртет.

Кун-çулĕ

тӳрлет

XIII-XIV ĕмĕрсенче никĕсленĕ, 1760 çулчен Алино ятла пулнă, хăшпĕр документсенче Сретенское, Байзарино тени пур[1].

2010 çулта ял çумĕнче Асамат экологи вырăне тĕпленĕ.

Экономика

тӳрлет

Фермер хуçалăхĕсем, лавкасем, вăтам шкул.[2]
Асамат экологи вырăнĕнче таса апат-çимĕçе туса илеççĕ [3].
Шăматкунпа вырсарникун Ишек пасарĕ уçăлать.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Спиридон Михайлович Михайлов Собрание сочинений / В.Д.Димитриев. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. — ISBN 5-7670-1335-7
  2. ^ Предприятия деревни на сайте ГДЕ.24(ĕçлемен каçă)
  3. ^ Сайт Экологического поселения Радуга 2015 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет