Ял тăрăхĕ
Ял тăрăхĕ —вырăнти хăй тытăмлăхне халăх хăйех е суйланă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем урлă тытса тăракан пĕр е пĕрлĕ территориллĕ темиçе ял пурăнан вырăн (посёлок, чиркӳ ялĕ, станица, хутор, кишлак, аул тата урăх ял пурăнан вырăн).
Ял тăрăхĕ муниципаллă район шутне кĕрет.
Ял тăрăхĕ — муниципаллă реформăпа татăçуллă Раççей Федерацинчи муниципаллă йĕркеленӳсен тĕсĕ.
Ял тăрăх территори шутне, яланхилле, 1000 çын пурăнакан (чылай халăх йышлă территорире — 3000 çын ытла) пĕр ял е поселок тата (е) пĕрлĕ территориллĕ кашни 1000 çынран кая мар (чылай халăх йышлă территоришĕн — кашни 3000 çынран кая мар) темиçе пурăнан вырăнĕ кĕрет.
Ял тăрăхĕн администраци центрне — пурăнан вырăнне — вырăнти йăлана, социаллă инфраструктура йĕркине шута илсе ял тăрăхĕн органĕ вырнаçнă Раççей Федерацин субъекчĕн саккунĕпе килĕшӳллĕ суйласа илеççĕ.
Икĕ е темиçе пурăнан вырăнлă ял тăрăхĕн чиккине, яланхилле администраци центрĕнчен пĕр кун хушшинче çуран çитсе таврăнмалла пурăнан вырăнсене кĕртеççĕ. Халăх сахал пурăнакан, çаплах аякри тата çитме хĕн вырăнти çĕрсенче чикĕсене урăхларах палăртаççĕ.
Ял тăрăхĕнче темиçе вун çынран пуçласа 15—20 пин çын таран пулма пултарать.
Тĕслĕх: Тавăт ял тăрăхĕ Чăваш Республикин Элĕк муниципаллă районĕ шутне кĕрет
Çав. пекех
тӳрлетКăсăклă факт
тӳрлетЧĕмпĕр Енри, Тутарстанри, Самар облаçĕнчи чăвашсем çак термина ял хутлăхĕ теççĕ.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Федеральный закон Российской Федерации от 6 октября 2003 г. № 131-ФЗ «Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |