Чăваш Енри Шупашкар районĕнчи улăп тăприсем
Шупашкар районĕнче çак улăп тăприсем пур:
- Толиккасси патĕнчи улăп тăпри. Ку улăп тăпри Иккасси-Кӳкеç çулĕнчен сулахаялла, Иккасси çăвинчен аяларах вырнаçнă. V-мĕш Толикасси пурăну вырăнĕнчен çур çухрăм кăнтăр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. 1957 çулта ăна чавса пăхнă. Апаш евĕрлĕ савăтсем тупнă.
- Шоркка улăп тăпри. Вăл Шоркка ялĕнчен çур çухрăм кăнтăралла, I-мĕш Шоркка пурăну вырăнĕнчен 200 метр хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. Кăшт кăна курăнакан виçĕ тĕмĕскерен тăрать. Унта Апаш евĕрлĕ тăмран тунă япаласем тупнă.
- Пайтерек улăп тăпри. Ку улăп тăпри уйра, çурçĕр-хĕвелтухăç енчи вăрман хĕрринче вырнаçнă. Алăпа тунă тăм япаласем тупнă. Улăп тăприн кăнтăр енче икĕ пĕчĕкрех тĕмĕске вырнаçнă, ыттисем вара çĕрпе танлашса ларнă.
- Платка ялĕ патĕнчи улăп тăпри. Кармал ятлă вырăнта вăрманта вырнаçнă, ялĕнчен пĕр çыхрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле выртать.
- Иккасси улăп тăприсем. Иккасси вăрман хуçалăхĕн анăç енче вырнаçнă.
- Самуккасси улăп тăпри. Йăршу шывĕн сылтăм çыранĕнче, Самуккассинчен 1 çухрăм кăнтăр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă.
- Пикшик патĕнчи улăп тăпри. Пикшикрен 300 метр кăнтăралла, юнашар иртекен çултан сылтăм енче вырнаçнă.
- Сарапакасси патĕнчи улăп тăпри. Ялтан пĕр çухрăмра кăнтăр-хĕвелтухăçнелле, Шупашкар-Канаш чукун çулĕнчен сулахаялла вырнаçнă.
- Шемшер улăп тăпри. Ялтан 300 метр çурçĕр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Нумайăшне сухаласа пĕтернĕ, ялăн çурçĕр енчи виçĕ улăп тăпри çеç сыхланса юлнă. Вĕсенче Апаш евĕрлĕ тăмран тунă япаласен ванчăкĕсене тупнă.