Якуркка
Якуркка — чăвашсен чаплă паттăрĕ. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Пайраш ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
тӳрлетПатша тарçисем вăйпа тĕне кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине пăсни тата чунне-чĕрине мăшкăллани ăна тахçантанпах тарăхтарса пурăннă. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранакан чăнлавсем хальхи Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер(Çӳлтикасси) ялĕпе таврари халăх 1774 çулхи утă, 18 кунĕнче пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнине каласа параççĕ. Вĕсене Анат Кĕнер ялĕнчи чăваш паттăрĕ Калюк, вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Иван Андреев тата Мамка ялĕнчи паттăрĕ Ресван (Андрей Ильин) ертсе пынă. Пăлхавçăсем çав кунах Çӳлтикассинче пухăннă. Часах кунта Пайраш ялĕнчи хресченсем те килсе çитнĕ. Вĕсене Якуркка (вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Егор Андреев) ятлă чăваш паттăрĕ ертсе пынă. Хыççăнах пăлхава ертсе пыракансем ялсене кайнă. Якуркка хăй çыннисемпе Тăрăн ялне васканă. Ку яла Кĕпер чăвашĕсем тыткăна лекнĕ тиаккăна илсе килнĕ. Ăна вара Якуркка Тăрăн ялĕнче пĕтĕм халăх умĕнче çакса вĕлерме хушнă. Çакăн хыççăн Якуркка хушнипе ял çыннисене чиркӳ пурлăхне халăха пĕтĕмпех ним юлми валеçсе панă. Кайран Якуркка пилĕк юлташĕпе Аслă Шетмĕ ялне çитнĕ, унти халăха кĕрешӳ çулĕ çине илсе тухнă. Пăлханнă халăх кунта та чиркӳ япалисене çынсене валеçсе панă, ярса тытнă икĕ пупа вара Пугачев патне илсе кайма шутланă.