Ресван, — чăвашсен чаплă паттăрĕ. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Мамка ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет

Патша тарçисем вăйпа тĕне кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине пăсни тата чунне-чĕрине мăшкăллани ăна тахçантанпах тарăхтарса пурăннă. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранакан чăнлавсем хальхи Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер (Çӳлтикасси) ялĕпе таврари халăх 1774 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕн кунĕнче пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнине каласа параççĕ. Вĕсене Анат Кĕнер ялĕнчи чăваш паттăрĕ Калюк, вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Иван Андреев тата Мамка ялĕнчи паттăрĕ Ресван (Андрей Ильин) ертсе пынă. Çак кунхине Ресван хăйсен ялĕнчи хăй пек чунлă 8 чăваша ("казаков из чуваш") пухнă та Çӳлтикассине пырса кĕнĕ. Вĕсене хăйĕн паттăрĕсемпе пĕрле Калюк кĕтсе илнĕ. Часах кунта Пайраш ялĕнчи хресченсем те килсе çитнĕ. Вĕсене Якуркка (вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Егор Андреев) ятлă чăваш паттăрĕ ертсе пынă.

Çавăн хыççăнах пăлхава ертсе пыракансем хăйсен текĕрчĕкĕсемпе юнашар ялсене кайнă. Ресван вара Питтукасси (хальхи Ишлей) ялĕнче чиркӳ япалисене туртса илсе халăха валеçсе панă.