Бичурин Никита Яковлевич

Иакинф Бичурин (Никита Яковлевич Бичурин, мăнах чухнехи ячĕ архимандрит Иакинф (1777 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ, Типнер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1853 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕ, Санкт-Петербург); — монгол тĕпчевçи, — тăван çĕршывăн синологине никĕслеенсенчен пĕрри, раççей дипломачĕ, çулçӳревçĕ, китай чĕлхин пĕлевçи, тухăç тĕпчевçи, прозăçă, эссейçĕ, сăвăç[1][2]

Иакинф
Никита Яковлевич Бичурин
Çуралнă вăхăт: 1777, авăн, 9
Çуралнă вырăн: Типнер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1853, çу, 11
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург, Раççей империйĕ
Ăслăх сфери: Синолог
Ĕç вырăнĕ: Ази департаменчĕ
Альма-матер: Хусанри хакал академийĕ
Паллă: вырăс китай тĕпчевĕн никĕсне хураканнисенчен пĕри
Чыславсемпе парнесем


Демидов парни (1835, 1839, 1841, 1849)
Бичурин Н. Я.

Бичуринăн ăслăх ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та çӳллĕ хакланă. 1828 çулта ăна Раççей ăслăхĕсен академийĕн пайташ-корреспондент шутне суйласа илнĕ. 1831 çулта Парижри Азири пĕрлĕхĕн йышне кĕртнĕ. 1834, 1839, 1843, 1849 çулсенче вăл Раççейĕн ăслăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1777 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче (ç.с.) Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Типнер ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Яков Данилович Бичурин чиркӳре ĕçлекен (1749—1812) пулнă. Амăшĕ — Акилина Стефанова (Степанова) — хута пĕлмен. Несĕлĕсем мĕнле йăхран иккенне тӳррĕн кăтартнисем сыхланса юлнă документсенче çук. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ашшĕ чăваш, амăшĕ вырăс пулнă пуль, теççĕ. Анчах та ку чат паллă чăнлăх мар. Апла-и, капла-и, Бичурин чăвашсем хушшинче ӳссе çитĕннĕ, çавна кура, ун чухнехи реалисене кура, чăвашах пулнă теме пулать[3][4][5][6].

1799 çулта Хусанти хакал академинче вĕренсе тухнă. 1800 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче манах санне тивĕçнĕ. 1808-1821 çулсенче Пекинри чиркӳ ĕçченĕсен мисси пуçлăхĕ пулса вай хунă. Çав вăхатрах китай чĕлхине тĕплĕн вĕреннĕ, истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина, ял хуçалăх трактачĕсене китай чĕлхинчен вырăсла куçарнă.

Петербурга 1822 çулхи кăрлач уйăхĕнче таврăнсан хăш-пĕр куçарăвĕсене пичетленĕ.

1835 çулхи çу уйăхĕн 16 раççей-китай чикки патĕнчи Кяхта хулинче Раççейри пĕрремĕш китай чĕлхинчен куçаракан тăлмачсен вĕрентĕшне уçнă. Китай чĕлхине вĕрентĕшре Никита Бичурин хăй хатĕрленĕ «Китай чĕлхин грамматики» (Грамматики китайского языка, 1838) ăслăлăх кĕнекипе ăс панă.

 
Бичурин ӳкернĕ Лхаса планĕ

1840

çулсен пĕрремĕш çур пайĕнче унăн Китай империйĕнчи халăх, администраци тытăмлăхĕ, территори пайланăвĕ, саккунсем, суда ертсе пыни, ял-хуçалăх çинчен каласа паракан ĕçĕсем пичетленсе тухнă. 1851 çулта Бичурин хатĕрленĕ «Вăтам Азире авалхи вăхăтра пурăннă халăхсем çинчен пĕлӳсен пуххи» ятлă кĕнеке çутта тухнă. Кунта Китай çул çыравĕсенчен Çĕпĕр, Вăтам Ази, Туркестан, Монголи, Вăтам тата Аякри Тухăçра пирĕн эрăччен юлашки ĕмĕрсенчен пуçласа пирĕн эрăн малтанхи ĕмĕрсенче пурăннă халăхсем çинчен тупса кăларнă пĕлӳсене пуçтарнă. Ку кĕнекене нумай халăх историне тĕпченĕ чухне усă курнă. Чăвашсен аваллахне тĕпченĕ чухне те унпа усă курнă.

XX ĕмĕрте Бичурин пурнăçĕпе ĕçне тухăç тĕпчевçисемпе историксем тĕплĕн тĕпченĕ. А.Н.Бернштам, Л.И.Думан, П.Е.Скачков, Л.Н.Гумилев, В.Д.Димитриев, П.В.Денисов тата ыттисем Бичурин пурнăçĕпе паллашса тĕпченĕ, Бичурин Раççей ăслăлах синологине никĕсленине, çавăн пекех Раççейри, Вăтам Азири тата Китайри халăхсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчемешкĕн пысăк ӳсĕ кӳнине палăртнă.

1853 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче (ç.с.) Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Асăнмалăх

тӳрлет
 
Бичуринăн Санкт-Петербургри Александр-Невский лавринче пытарнă вырăнĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • Записки о Монголии. СПб., 1828. Т. 1—2;
  • История первых четырех ханов из дома Чингисова. СПб., 1829;
  • Историческое обозрение ойратов или калмыков с XV столетия до настоящего времени. СПб., 1834;
  • Статистическое описание Китайской империи. СПб., 1834. Ч. 1—2;
  • Китай в гражданском и нравственном состоянии. СПб., 1848. Ч. 1—4 и др.
  • Записки о Монголии. Т.1-2 . – СПб., 1828. – 339 с.
  • История первых четырех ханов из дома Чингисова. – СПб., 1829.
  • Описание Чжунгарии и Восточного Туркестана в древнем и нынешнем состоянии. – СПб., 1829.
  • Китайская грамматика. – Кяхта, 1831. – 32 с.
  • История Тибета и Хухунора с 2282 г. до Рождества Христова 1227г. / пер. с кит. монахом Иакинфом Бичуриным: в 2 ч. – СПб., 1833.
  • Историческое обозрение ойратов или калмыков с ХV столетия до настоящего времени. – СПб., 1834.
  • О шаманстве // Отечественные записки. – 1839. – №6. – С. 73-81.
  • Забавные известия о России в китайской географии // Санкт-Петербургские ведомости. – 1840. – №188.
  • Китай, его жители, нравы, обычаи. – СПб., 1840.
  • Отрывки из путешествия по Сибири // Русский вестник. – 1841. – Т. 4, №10. – С. 74-94.
  • Замечания на статью под заглавием: «Шесть сцен Ононского пастуха» // Москвитянин. – 1844. – Ч.2, №4. – С. 330-337.
  • Китай в гражданском и нравственном состоянии, 1848
  • Географический указатель мест на карте к истории древних среднеазийских народов. – СПб.,1851. – 115 с.
  • История о народах, обитавших в Средней Азии в древние вре-мена. Ч.2, 3. – СПб., 1851.
  • Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древ-ние времена: в 3 ч. – СПб, 1851.
  • Автобиографическая записка // Ученые записки АН по 1 и 3 отд. – 1865. – Т.3, вып. 5. – С. 665-672.
  • Прогулка за Байкал // Телескоп. – 1883. – Ч.13, №4. – С. 559-571.
  • Из китайских представлений о России // «Арабески» Истории. Т. 2: Русский разлив. – М.,1906. – Вып. 3-4. – С. 262-266.
  • Байкал // Северные цветы на 1832 год / изд. подгот. Л.Г. Фризман. – М.,1980. – С. 34-42.

Çав. пекех

тӳрлет
 
Кӳкеçри Бичурин музейĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Денисов П. В. Жизнь монаха Иакинфа Бичурина. Ч., 1997.
  • Петряев Е. Д. "Краеведы и литераторы Забайкалья"// Чита, 1981.
  • Андреевская С.И. К вопросу о деятельности Н.Я.Бичурина (о. Иакинфа) – на посту главы IХ Российской духовной миссии (1807-1821 гг.) // Вестник Бурятского университета. Сер. 4: История. – Улан-Удэ, 2002. – Вып. 4. – С. 123-128.
  • Андреевская С.И. Описание хуннов Н.Я. Бичуриным в работе «Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древ-нее время» // Материалы научно-практической конференции препода-вателей, сотрудников и аспирантов БГУ, посвященной 5-летию университета / сост. И.И. Осинский. – Улан-Удэ, 2001. – Ч.1. – С. 76-78.
  • Белкин Д.И. А.С. Пушкин и китаевед о. Иакинф (Н.Я. Бичурин) // Народы Азии и Африки. – 1974. – №6. – С. 126-131.
  • Бичурин Никита Яковлевич // История отечественного востоковедения до середины XIX века. – М.: Наука, 1990. – С. 289-305.
  • Боннер А.Г. Иакинф Бичурин в Иркутске // Опыт работы библиотек вузов и техникумов зоны Восточно-Сибирского региона и Дальнего Востока. – 1974. – Вып. 1. – С. 56-64.
  • Заятуев Г.Н. Н.Я.Бичурин и Д.Банзаров // Исследования по культуре народов Центральной Азии / отв. ред. Ш.Б. Чимитдоржиев. – Улан-Удэ, 1980. – С.161-165.
  • Золотарева Г. Родство душ // Бурятия. – 1993. – 16 февр.
  • Климов А. Жизнь, науке отданная: к 200-летию со дня рождения Н.Я. Бичурина // Правда Бурятии. – 1977. – 1 окт.
  • Любимов А. О неизданных рукописях Иакинфа и проф. Ковалев-ского, хранящихся в библиотеке Казанской духовной академии // Записки Восточного отделения Русского археологического общества. – 1907. – Т. 18, вып. 1. – С. 61-64.
  • Миротворцев В.К. К биографии Иакинфа Бичурина // Право-славный собеседник. – 1886. – №8. – С. 410-426.
  • Моллесон М.И. К пятидесятилетию смерти о. Иакинфа Бичурина // Труды / ТКОРГО. – 1905. – Т. VII, вып. 1. – С. 73-77.
  • Мясников В. Глубокие познания и добросовестные труды: к 200-летию со дня рождения Н.Я.Бичурина // Лит. газета. – 1977. – 21 сент.
  • Мясников В.С. Избрание Н.Я.Бичурина в Академию наук // Проблемы Дальнего Востока. – 1996. – №5. – С.124-132.
  • Мясников В.С. Творческое наследие Н. Я. Бичурина и современность // Проблемы Дальнего Востока. – 1977. – №3. – С.168-177.
  • Скачков П.Е. Письма Бичурина из Валаамской монастырской тюрьмы // Народы Азии и Африки. – 1962. – №1. – С.100-102.
  • Скворцов З. Воскрешение отца Иакинфа // Науч. Татарстан. – 1996. – №1. – С.58-62 .
  • Скворцов З. Опальный монах // Татарстан. – 1996. – № 6. – С.45-56.
  • Тихвинский С.Л. Выдающийся русский китаевед Н.Я. Бичурин / С.Л. Тихвинский, Г.Н. Пескова // Новая и новейшая история. – 1977. – №5. – С.146-159.
  • Харченко Л.Н. Первый ректор Иркутской духовной семинарии о. Иакинф (Бичурин) // Русская Православная Церковь в Сибири: ис-тория и современность: материалы конф., посвящ. 350-летию основания с. Посольское и Посольскому Спасо-Преображен. монастырю, 24-26 янв. 2003 г., г. Улан-Удэ / редкол.: Л.В. Лбова (отв. ред.) и др. – Улан-Удэ, 2003. – С.130-134.
  • Хохлов А.Н. Н. Я. Бичурин и Российская академия наук // Вестник АН СССР. – 1978. – №6. – С.115-124.
  • Хохлов А.Н. Н.Я. Бичурин и его труды о Монголии и Китае // Вопросы истории. – 1978. – №1. – С.55-72.
  • Чимитдоржиев Ш.Б. Н.Я. Бичурин (Иакинф) // Российские монголоведы (ХVIII – начало ХХ вв.) / сост. Ш.Б. Чимитдоржиев. – Улан-Удэ, 1997. – С. 10-18.
  • Чугуевский Л.Н. Бичуринский фонд в архивах Института востоковедения // Проблемы востоковедения. – 1959. – №5. – С. 136-147.
  • Чугуевский Л. Н. Новое о рукописном наследии Н.Я. Бичурина // Народы Азии и Африки. – 1966. – №3. – С.127-130.
  • Юмарт Г.Ф. Манăн Бичурин. Статьясем. Сăвăсем. Куçарусем. Шупашкар, 2007. 32 С.
  • Юхма Мишши. Вĕçенкайăк кпулас терĕм. Калав.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ Культурное наследие Чувашии>
  3. ^ В.Родионов. О прототипе одного героя водевиля "Натуральная школа". // Альманах "Дружба", Ч., 1983, №2. сс. 236-241. —ББК 84 (2)7 Д 761
  4. ^ Элли Илле. Бичурин мĕнле наци çынни? — "Хыпар" хаçат, 1998, утă, 29.
  5. ^ Элли Илле. Каллех Бичурин нацилĕхĕ пирки. — "Хыпар" хаçат, 2001, çурла, 15.
  6. ^ Степанов В. Тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерекен. — "Хыпар" хаçат, 2014, сентябрь, 11.

Каçăсем

тӳрлет