Денисов Пётр Владимирович
Денисов Пётр Владимирович (Çурла, 28 1928, Бахтигильдино ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен — Ака, 24 2014, Раççей) — паллă чăваш ăсчахĕ, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессор.
Денисов Пётр Владимирович | |
Денисов Пётр Владимирович | |
Ӳкерчĕк:Денисов, Пётр Владимирович.gif | |
Çуралнă вăхăт: | 1928, Çурла, 28 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Бахтигильдино ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш Ен |
Вилнĕ вăхăт: | 2014, Ака, 24 |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | Этнографи |
Ăсчах степенĕ: | истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ |
Ăсчах хисепĕ: | профессор (1976) |
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ (1949) |
Чыславсемпе парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетВăл нумай ачаллă хĕресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăрăшуллă ашшĕ-амăшĕне кура туслă çемьери пур ачи те аслă пĕлÿ илейнĕ.
Шкул хыççăн Пётр Хусан патшалăх университетне, истори уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унтан вăл 1949-мĕш çулта вĕренсе тухса историк дипломне илнĕ.
1952-мĕш çулта ССРП/Раççей патшалăх ăслăх академин Хусан уйрăмĕн Чĕлхепе çыравлăх тата истори институчĕн аспирантурине пĕтернĕ. Унăн ăсчах ертӳçи Атăлçи паллă этнографĕ Н.И.Воробьёв пулнă.
Çав çулах Денисов Чăваш АССР Министрсен Канашĕпе çыхăнуллă Чĕлхепе çыравлăх тата истори тĕпчев инститне ĕçе вырнаçать. Тăватă çул иртсен вăл Чăваш кĕнеке издательствинче аслă редактор пулса ĕçлет.
1962-1967-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн истори кафедрин аслă вĕрентÿçи тата доценчĕ пулса ĕçленĕ.
1967-мĕш çулта тин уçнă Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн вĕрентÿçи пулса тăрать. 1973-мĕш çулта тухтăр диссертацине хÿтĕлет.
1973-1988-мĕш çулсенче ССРП историн кафедрине ертсе пынă.
1990-2002-мĕш çулсенче археологи, этнографи тата регион историн кафедрин ертÿçи пулнă.
Ăслăх ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет- Данные этнографии к вопросу о происхождении чувашской народности, 1967
- Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей. Чебоксары, 1969
- Религия и атеизм чувашского народа. Чебоксары, 1972
- Чуваши // БСЭ. Изд. 3. М., 1978. Т. 29
- Древнетюркские черты в религиозных верованиях чувашей. 1979
- Жизнь монаха Иакинфа Бичурина. Чебоксары, 1997
Вуламалли
тӳрлет- Денисов В. П. Академия наук Чувашской республики.— Чебоксары, 1994, — С.31-33
- Димитриев В.Д. Академику П.В. Денисову — 70 лет // Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики //.— 1998.—# 1.—С.169-172.
- Гусаров Ю., Таймасов Л. Слово об учителе // Ульяновец.- 1998.— 28 августа.
- Чернобабаев А.А. Кто есть кто в изучении отечественной истории: Библиографический словарь.— 2-е изд. — Саратов, 2000.—С.144.
- Прохорова В.А. Денисов Пётр Владимирович // Краткая чувашская энциклопедия. Чебоксары, 2001.—С.142.
- Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики.— Чебоксары, 2002.—С.24-27.
- Сергеев Т.С. Чувашские учёные — доктора наук.— Чебоксары, 2002.—С.38-43.