Хусан патшалăх университечĕ
Хусан патшалăх университечĕ — Хусан хулинче вырнаçнă аслă пĕлӳ паракан шкул. Салахов Мякзюм Халимуллович – Хусанти патшалăх униветситечĕн ректорĕ.
Хусан патшалăх университечĕ 1804 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленсе кайнă. Раççейри чи авалхи университетсенчен пĕри шутланать. Çак университет Атăл тăрăхĕпе Хусан варринче вырнаçнă. Университет ура çине тăрса пынă май, вăл ăслăлахсен центрĕ пулса тăрать.
ФакультетсемПравить
Хальхи вăхăтра университетра 14 факультет пур:
- Географипе экологи факультечĕ;
- Геологи факультечĕ;
- Истори факультечĕ;
- Механикăпа математика факультечĕ;
- Физика факультечĕ;
- Кибернетикăпа математика факультечĕ;
- Право факультечĕ;
- Тутар филологийĕпе истори факультечĕ;
- Филологи факультечĕ;
- Журналистикăпа социологи факультечĕ;
- Экономикăлла факультет;
- Психологи факультечĕ;
- Философи факультечĕ;
- Халăхсен хушшинчи хутшăну тата политологи факультечĕ.
Университетра 16 000 яхăн студент 40 специальноçпе тата 7 направленипе вĕренсе пыраççĕ.
ПроректорсемПравить
Хусанти Патшалăх университечĕн проректорĕсем:
- Минзарипов Рияз Гатауллович;
- Нургалиев Данис Карлович;
- Бухмин Владимир Сергеевич;
- Шиловская Лариса Леонидовна;
- Межведилов Ариф Магидинович;
- Соловьев Валерий Дмитриевич;
- Гильмутдинов Дамир Гайфутдинович;
- Садрисламов Геннадий Фаридович.
МузейПравить
1978 çулта университетра музей йĕркеленме тытăннă. Халь çак музей Хусанта кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпе палăрса тăрать. Хулари культурине кăтартса паракан вырăн пек шутланса тăрать.
КаçăсемПравить
Хусан патшалăх университечĕ Викиампарта? |
- Университетăн официаллă сайчĕ Архивленĕ 9 Юпа уйӑхӗн 2006 çулта.
- Евгений Евтушенко «Хусан университечĕ»
- Хусан патшалăх университечĕн музейĕ, виртуаллă экскурс
- Хусан патшалăх университечĕн тытăмĕ Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2010 çулта.
- Хусан университечĕн ансамблĕн архитектури
Координатсем: 55°47′26″ с. ш. 49°07′18″ в. д. / 55.7907083° с. ш. 49.1219333° в. д. (G) (O)