Китай чĕлхи
Кита́й чĕлхи (кит. йăла 漢語, çăм. 汉语, пиньинь hànyǔ, е кит. йăла 中文, çăм. 方言, пиньинь zhōngwén — эхер çыру пирки пулсан) — тĕнчере чи анлă саралнă хальхи чĕлхесенчен пĕри.
Патшалăхсем: | Китай, Тайвань, Сингапур, Филиппинсем, Малайзи, Индонези, Тухăç Тимор, Таиланд, Вьетнам, Мьянма, Камбоджа, Канада , АПШ , Перу |
Рейтинг: | 1 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Син-тибет çемьи | |
Çырулăх: | китай çырăвĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | zh |
ISO 639-2: | chi (B); zho (T) |
ISO 639-3: | zho и др. |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Сарални
тӳрлетКитай чĕлхи Китай Халăх Республикинче, Тайваньре Сингапурта официаллă чĕлхе шутланать. Пĕтĕм тĕнчере китайла 1,2 млрд ытла çын калаçать.
Китай чĕлхи ПНЙ 6 патшалăхĕнче официаллă тата ĕç-хĕл чĕлхи шутланать. Историлле КХР наци шутĕнчи чи йышлă хань (çĕршывăн 90 % ытла халăхĕ) чĕлхи,. Унсăр пуçне, темиçе вунпӳ миллион китайсем, хăйсен чĕлхине упраса, Кăнтăр-Тухăç Азири пур тенĕ пекех патшалăхра (Сингапурта 75 % ытла халăхĕ) пурăнаççĕ; китай диаспорин чылайăшĕ пур тĕнчипех саралнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетКитай чĕлхи хальхи чĕлхесенчен чи авалхисенчен пĕри шутланать.Çаплах унăн чи авалхи çырулăхсенчен пĕри. Китай чĕлхин иероглификине, (кана, хангыль сас палли йĕркипе пĕрле,) яппун тата корей чĕлхисенче усă кураççĕ, юлашки халĕ Корей Республикинче çеç.
Диалект ушкăнĕсем
тӳрлетКитай чĕлхинче 7 диалект ушкăне: çурçĕр (北 бэй, чи йышли — 800 млн ытла калаçакан), у (吴), сян (湘), гань (赣), хакка (客家), юэ (粤), минь (闽). Диалектсем фонетикипе (ку диалектсем хушшинчи хутшăнăва чăрмантарать), лексикипа, кăштах грамматикипе уйрăлса тăраççĕ, çапах та вĕсен грамматикин никĕсĕпе сăмахсар йышĕ пĕрлĕ.
Китай çырулăхĕ
тӳрлетКитай çырулăхĕнче кашни иероглиф уйрăм сыпăка тата уйрăм морфемăна пĕлтерет. Иероглиф йышĕ 80 пин ытла, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ классика китай литературин палăкĕнче кăна тĕл пулаççĕ.
- Хута малтанхи утăмра лайăх чухлакан çын 1500 паллăна пĕлет.
- 3000 иероглифа пĕлсен хаçат тата ятарлă мар журнал вулама пулать.
- Пĕр томлă икĕ чĕлхеллĕ пысăк сăмахсарсенче, яланхилле, 6000-8000 иероглиф. Çак калăпăшра сайра усă куракан иероглиф, тĕслĕхрен, авалхи ритуал япалисен е китай халăх медицини эмелĕсен ячĕсем.
- 中華字海 1994 çулта кăларнă чи тулли иероглиф сăмахсарĕнче 87 019 иероглиф.
Хальхи тапхăрти китай иероглифĕсен 2 варианчĕ пур: материкри Китайра йышăннă çăмăллатнă, тата йăлалли — Тайваньре, Гонконгра, тата хăшпĕр урăх çĕршывсенче.
Йăлапа китайсем çӳлтен аялалла çырнă, юписем сылтăмран сулахаялла пынă. Халĕ КХР ытларах горизонт йерĕпе, сулахайран сылтăмалла, европа чĕлхисенчи евĕр; вертикаль çыру йĕрĕпе горизонталь йĕрĕпе пĕрлех Тайваньре усă кураççĕ. Çапах материкри Китайра вертикаль çырăвĕпе тата реформăччен иероглификăпа халĕ те китай халăх этеплĕх йăлин семантика каçавне кăтартас тесе усă кураççĕ — ӳнер кун-çулĕн кăларăмĕсенче, арт-периодикăра тата ыт. çĕрте те.
Фонетика
тӳрлетМорфологипе грамматика
тӳрлетАнтропонимика
тӳрлет
Фразеологи майлашăвĕсем
тӳрлетКитай лингвисчĕ Ма Гофань (马国凡) сĕннĕ хальхи китай фразеологинчи чи паллă классификацийĕн пиллĕк разрячĕ:
- Ченьюй (кит. йăл. 成語, çăмăл. 成语, пиньинь chéngyŭ, тӳррĕн «хатĕр пуплерĕш») — идиома.
- Яньюй (кит. йăл. 諺語, çăмăл. 谚语, пиньинь yànyŭ) — ваттисен сăмахĕ
- Сехоуюй (кит. йăл. 歇後語, çăмăл. 歇后语, пиньинь xiēhòuyǔ, тӳррĕн «касăк вĕçĕллĕ пуплешу») — недоговорка-иносказание
- Гуаньюньюй (кит. йăл. 慣用語, çăмăл. 惯用语, пиньинь guànyòngyŭ, тӳррĕн «кулленхи сăмах çаврăнăшĕ») — фразеологи майлашăвĕ
- Суюй (кит. йăл. 俗語, çăмăл. 俗语, пиньинь súyǔ, тӳррĕн «ахаль пуплев») — каларăш
Асăрхавсем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Кожевников И. Р. Словарь привычных выражений современного китайского языка. М., 2005
- Войцехович И. В. Практическая фразеология современного китайского языка. М., 2007
- Духовная культура Китая: энциклопедия в 5 т. М., 2006 — . Т. 3. Литература. Язык и письменность. 2008. 727 с. Авторы статей общего раздела «Язык и письменность» — О. И. Завьялова и А. М. Карапетьянц, авторы словарных статей о языке и письменности — О. И. Завьялова, И. Т. Зограф, Л. Р. Концевич, А. В. Немтинова, Ф. Ю. Тавровский, Р. Г. Шапиро. Ибранная библиография работ на русском языке подготовлена В. П. Журавлевой
Каçăсем
тӳрлет- Китай челхи çинчен сайт
- Задоенко Т. П. «Краткий очерк системы тонов современного китайского языка»
- Изучение китайского языка он-лайн
- Китайский язык - онлайн обучение
- Китай чĕлхи онлайн
- Китайское лингвистическое чудо — статья о языковой политике в КНР и современном китайском языкознании
Ӳкернĕ символсене тĕпчесе ăнлантарни
тӳрлетВĕренӳ кĕнекисем
тӳрлет- Два учебника с аудиозаписями 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.