Мьянма
Мья́нма, Мьянма Пĕрлĕхĕ (1989 çултанпа — Бирма, Бирма Пĕрлĕхĕ) — Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх, ападной части Индокитайăн анăçĕнче вырнаçнă. Пĕр версипе, çĕршывăн ячĕ «мранма» этнонимран («мьямма» теççĕ е, калаçура, «бама») пулса тухать, вăл бирмансен хăй енлĕ ячĕ.
ပ္ရည္ထောင္စုမ္ရန္မာနုိင္ငံတော္ Мьянма пĕрлĕхĕ | |||||
| |||||
![]() | |||||
Патшалăх чĕлхисем | мьянма | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Найпьидо | ||||
Чи пысăк хула | Янгон | ||||
ГСМР председателĕ | Тан Шве | ||||
Премьер-министр> | Со Вин | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
40 вырăнта 678 500 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
24 вырăнта 50 519 000 75/км² | ||||
Валюта ячĕ | Мьянма чачĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +6:30 пуçласа +6:30 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | «Gba Majay Bma» | ||||
Тетел доменĕ | .mm | ||||
Тел. префиксĕ | +95 |
Тĕп хули — Найпьидо (Мандалай административлă округĕнче), Пьинман хулинчен анăçалла 3 çухрăмра вырнаçнă.
ХалăхĕПравить
Бирмансем сино-тибет чĕлхе çемйи шутне кĕреççĕ. «Мьянма» ятпа çĕршыва тĕнче патшалăхĕсем йышăнман, меншĕн тесен çĕршывра ытти вак халăхсем пурăнаççĕ.
ТавралăхĕПравить
Мьянма анăçра Индипе (1463 çм), Бангладешпа (193 çм),çурçĕр-тухăçра — Китайпа (2185 çм), тухăçра — Лаоспа (235 çм) тата кăнтăр-тухăçра — Таиландпа (1800 çм) чикĕ тытать. Кăнтăрпа кăнтăр-анăç çыранĕсене Бенгали Моутама (Мартабан) кӳлмекĕсен, çаплах Андаман тинĕсĕн хумĕсем çапăнаççĕ. Çĕршывăн лаптăкĕ, утравсене шута хурса, 678 пин çм², çыранĕн тăсăлăвĕ — 1930 çм.
Мьянмăн чи пысăк шывĕсем: Иравади, Меконг, Салуин, Ситаун тата Чиндуин. Кӳлĕсем нумаях мар, вĕсенчен калăпăшли — Шан сăртлăхĕнчи Инле кӳлли.
Административлă пайланăвĕПравить
Тĕп статьйи: Мьянма административлă пайланăвĕ
1974 çулхи Конституци тăрăх Мьянма унитарлă патшалăх шутланать. Вăл 7 округпа (тайинга) 7 штатран (пуй-не) тăрать. Округĕсемпе штачĕсем районсене (мьонэ) пайланаççĕ, мьонэсем вара хăйсем тата вакрах пайсене — хуласемпе (мьо) ял вулăсĕсене (подрайон) пайланаççĕ. Хула кварталсенчен (яквэ) тытăнать, ялсем ушкăна (чейюа) пуçтарăнаççĕ.
ХалăхĕПравить
42,9 млн. çын пурăнать (2005, утă). Çак халăхсен пысăк пайĕсем пур: бирмансем — 68%, шансем — 9%, каренсем — 7%, аракансем — 4%, китайсем — 3%, индисем — 2%, монсем — 2%. Ытти вак халăхсем пĕтĕмешле халăх йышĕн 5% шутланаççĕ.
ТĕнĕПравить
Тĕп статья — Бирмăн будда тĕнĕ.
Мьянмăра малта буддисăм тĕнĕ шутланать. Конфесси шучĕсем çапла: буддистсем — 89%, христиансем — 4% (вĕсенчен баптистсем — 3%, католиксем — 1%), мусульмансем — 4%, анимистсем — 1%, урăххисем — 2%.
ИсториПравить
Тĕп статьйине Мьянма историйĕ вулăр.
2008 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мьянма тăрăх вăйлă çил-тăвăл иртсе кайнă. Çил-тăвăл хăйенпе пĕрле вăйлă çумăр илсе килнĕ, çавăн пекех çран хĕррине икĕ метр çӳллĕш хум пырса кĕнĕ. 24 пин ытла çын вилнĕ, 41 пин çын çухалнă. Уйрăмах Ирравади юханшыв тинĕсе юхса кĕнĕ вырăнта нумай сиен кӳнĕ.
Официаллă тата официаллă мар сайтсемПравить
- Тулаш ĕçсен министерстви
- Шалти ĕçсен министерстви
- Тĕн ĕçĕсен министерстви
- «Мьянма Таймс» хаçат (акăлчанпа бирма чĕлхисемпе)
- «Иравади» ирĕклĕ хаçат (акăлчанпа бирма чĕлхисемпе)
КаçăсемПравить
ВырăслаПравить
- Буддийское СССР — очерк истории и религии Бирмы и рассказ о путешествии 1998
- Бирма Географи Энциклопединче 1960 Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Бирма Мăн Совет Энциклопединче
- Бирма Кругосвет Энциклопединче
- Çулçӳревçĕсем валли пулăшу канашĕсем Сергей Жаров сайтĕнче
АкăлчанлаПравить
- MyWebDigest — Myanmar Burmese Web Directory & Search Архивленĕ 2 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта.
- Myanmars Net — Myanmar-based web guide
- Myanmar Travel Information
- MRTV-3 Web Site Архивленĕ 24 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- Burma: Army of the Child God Архивленĕ 24 Чӳк уйӑхӗн 2005 çулта.
- Burma News, Myanmar News Архивленĕ 21 Авӑн уйӑхӗн 2018 çулта.. News website opposed to the military government.
- Burmese Recipes on CookBookWiki.com Архивленĕ 2 Раштав уйӑхӗн 2005 çулта.
- «Burma scraps intelligence agency». Article from BBC.co.uk
- Canadian position on relations with Burma Архивленĕ 30 Чӳк уйӑхӗн 2005 çулта.
- Euro-Mon Community Архивленĕ 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2020 çулта.
- FreeBurma.org
- Geopium: Geopolitics of Illicit Drugs in Asia
- Unocal Settles Burma Lawsuit Архивленĕ 12 Чӳк уйӑхӗн 2005 çулта.
- Queensland Burmese Buddhist Association Архивленĕ 21 Юпа уйӑхӗн 2019 çулта.
- Physical Map of Myanmar
- Should it be Burma or Myanmar? "Мянма" тата "Бирма" палăртусене ăнлантарни Би-Би-Си сайтĕнче.