Камбоджа, Камбоджа патшалăхĕКăнтăр-тухăç Азири конституциллĕ монархи патшалăхĕ.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Камбоджа Индокитай çурутравĕнче вырнаçнă. Унăн тухăç енче — Вьетнам, çурçĕрте Лаос, çурçĕр-анăçра - Таиланд çĕршывĕсем юнашар вырнаçнă.

Халăхĕ, йышĕ

тӳрлет

Çĕршывра 13 миллион ытла çын пурăнать. Камбоджа çыннисем будда тĕнне ĕненеççĕ. Чылай шутлă этноушкăнĕ кхмерсем пулаççĕ.

Истори

тӳрлет

Камбоджа патшалăхĕ 612 çулта пуçланса кайнă. Вăл чылай территорие йышăннă, хальхи Камбоджа патшалăхĕнчен пысăкрах пулнă. 1880 çулта Франци протекторачĕ шутне кĕнĕ. 1942—1945 çулсенче çĕршыва Япони оккупаци çарĕсем хупăрласа тăнă. 1954 çулта пăхăнманлăх çĕнтерсе илнĕ. 1970 çулта çĕршывра çар переворочĕ пулса иртнĕ, вара генерал Лон Нол влаçа хăй аллине илнĕ те камбоджа коммунисчĕсене — Хĕрлĕ Кхмерсене — хирĕç вăрçă пуçланă. Çав çултах Лон Нола пулăшма АПШ-па Кăнтăр Вьетнам çарĕсем Камбоджана тапăнса кĕнĕ. 100000 яхăн мирлĕ çынсене вĕлернĕ, вара Хĕрлĕ Кхмерсен юхăмне 12-15 çулхи тăлăх ачасем хутшăннă, весем хула çыннисене америкăпа пĕр майлă тесе питĕ курайман.

1975 çулта граждан вăрçи вĕçленсен Хĕрлĕ Кхмерсем Пол Пот ертсе пынипе çĕршывра влаçа ярса илнĕ. Çĕршывра халăха хирĕç геноцид тапратса янă (хула çыннисене, интеллигенцине, буддистсене, вак нацисене, урăхла каласан, «ытлашшисене» хирĕç) — по 1 - 3 млн. çына çапла пĕтернĕ. Çав вăхăтра çĕршыв «Демократиллĕ Кампучи» ятлă пулнă. 1978 çулта çĕршыв хуçалăхĕ пĕтĕмпех сӳнсе пынă, Пол Пот Вьетнама хирĕç вăрçма тытăннă. Анчах та вьетнамсен енне тӳрех Хĕрлĕ Кхмерсем пысăк ушкăнĕсемпе куçма пуçланă. 1979 çулта вьетнам çарĕсем Хĕрлĕ Кхмерсен режимне çĕнтернĕ. Вьетнам çарĕсем Камбоджăран 1989 çулта тухнă, анчах та çакăн хыççăн та граждан вăрçи тепĕртак тăсăлнă.

2004 çулхи чӳк, 7 куненче Нородом Сианук патша астулран тухнă, 2004 çулхи чӳк, 14 çĕнĕ патша — Нородом Сиамони астула ларнă. Çапах та çĕршывра влаçа Хун Сен премьер-министр тытса тăрать, Таиланд çумĕнчи анăç çĕресене Пол Потăн çумĕ — Иенг Сари пăхăнтарса тăрать, вăл Хун Сенпа вăхăтлăха вăрçă чарас хут çырнă.

Хуçалăх

тӳрлет

Çулçӳревлĕх

тӳрлет

Граждан вăрçи вĕçленсен Камбоджăна ют çĕршыв çулçӳревçĕсем киле пуçланă. Çĕршывăн тĕп курмалли Сием-Рип хули патĕнчи Ангкор-Ват храмĕ пулать. Çавăн пекех, Сиануквиль хули çумĕнче «пляж» канăвĕсем пур.

Камбоджăра туристсене лăпкăллă тараватлă тĕп халăхĕ – кхмеросем кĕтсе илеççĕ, япаласем кунта йӳнĕ, климачĕ, экзотикăллă кухня. Хăшĕсем Камбоджăна тĕнчери секс-туризмăн пĕр тĕпĕ теççĕ. Туризм инфраструктури, кӳршĕ Таиландри пекех ытлах аталанайман, çапах та канма юрăхлă, уйрăмах Пном-Пеньре, Сием-Рипере тата Сиануквильте. Çĕрсенче вăрçă минисем чылай юлнă, çавăнпа туризм маршручĕсенчен тата пурăну вырăнĕсенчен аяккалла утса çӳреме юрамасть. Криминал, тĕрлĕ инфекци чирĕсем, наркăмăш çĕленĕсем нумаях мар.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Камбоджа — çурçĕр Афганистанри, çурçĕр Пакистанри тата Таджикистанри авалхи патшалăх, пĕръятлă йăхсен пĕрлĕхĕ.