Матросов Юрий Петрович

Матросов Юрий Петрович (1947 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ çур.) — Чăваш халăх ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи[1].

Юрий Матросов
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Матросов Юрий Петрович
Çуралнă вăхăт: 1947 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Çĕньял Чурачăк ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вĕренӳ: Шупашкарти ӳнер училищи
Паллă ĕçсем: «Застольная», «Çемье», «Материнство», «Ял туйĕ», «Йывăр çулсем», «Кĕтӳ таврăнать», «Чăваш хĕрарамĕ», «Питмеçĕр çырмисем хĕвел аннă чухне», «Вăрмана сыхлав музейĕ» (Шăмăршă мехвăрхуç), «Чăваш Енĕн тăван ене тĕпчекен музейĕ», «Космонавтика музейĕ» (Шуршăл), «Çеçпĕл мишши музейĕ», «К. Иванов çурт-музейĕ» (Слакпуç ялĕ)
Парнесем: Чăваш АССР К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни, Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парне
Чыславсем: Чăваш халăх ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи

Пурнăçĕ

тӳрлет

1947 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Çĕньял Чурачăк ялĕнче çуралнă. 1954-1963 çулсенче Курак Чурачăкри саккăр класлă тата Мăн Мамăшри вăтам шкулсенче вĕреннĕ.

1963-1965 çулсенче Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура савутĕнче инструмент слесарĕ пулнă, çамрăк ĕçтешсен Ишлейри вăтам шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.

1965-1970 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетĕнче ӳнер çыравĕн вĕрентӳçи пулма вĕреннĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

1972-1980 çулсенче «Чăвашялхуçпроект» институчĕн проектировщиксен ертӳçи вырăнĕнче вăй хунă. 1973 çулта Атăл тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи çамрăк ӳкерçĕсен тăрăхри куравне хутшăннă.

1982-1987 çулсенче – РСФСР ӳнер фондчĕн Чăваш АССРĕнчи пултарулăх производство комбиначĕн проект ӳкерçи тата тĕп ӳкерçи.

1986 çулта ăна СССР Ӳкерçисен пĕрлешĕвне илнĕ.

1985 çулта Чăваш краеведени тата Шуршăлти краеведени музейĕсене шал енчен илемлетнĕшĕн Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. 1989-1990 çулсенче Пушкăрт республикинчи Слакпуçĕнчи К.В.Иванов музейне тăвас ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн ăна «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳкерçи» хисеплĕ ята панă.

1994 çултанпа – Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп ӳкерçи. Тутарстанри Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлевăн мемориаллă музейĕн проекчĕн авторĕ тата ăна пурнăçлакан ертӳçи.

1999 çулта Николай Сидоров драматургăн «Хӳхĕм хĕрĕн хӳхлевĕ» трагедине ӳнер тĕлĕшĕнчен илемлетнĕшĕн вăл Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх драма театрне тĕпрен юсас ĕçе те дизайн-проектпа реконструкци авторĕ пулса хутшăннă.

Юрий Матросов ăçта ĕçлесен те хăйĕн ӳнер пултарулăхне ӳстерсе пынă.

Вăл Мускавра, Хусанта, Чĕмпĕрте, Нефтеюганскра, Нижневартовскра, Чулхулара, Ӗпхӳре, Раççейĕн ытти хулисенче, Германире ирттернĕ куравсене хутшăннă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Юрий Петрович хăйĕн тăван ялĕпе — Çĕньял Чурачăкпа — çыхăнăва нихăçан та татман. Ашшĕн килне пăрахман, çуркунне-çулла ялан унта, çĕрне пăхса тăрать. Çавăнпа пулĕ унăн «Хĕллехи кун», «Хĕвел аниччен», «Кĕтӳ анать», «Сухара», «Ачалăхра» ӳкерчĕксенче, ытти ĕçĕсенче тăван ялĕ, выляса-чупса ӳснĕ урамсемпе тавралăхĕ лайăх сăнарланнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Матросов, Ю. П. Юрий Матросов : Живопись. Графика. Сценография. Художественное проектирование. Прикладное искусство : [кн.–альбом] / Юрий Матросов ; [текст Ю. Викторова и др.]. – Чебоксары : Чувашия, 2005. – 111 с. : цв. ил., фот., портр. – (Художники Чувашии).
  • Матросов, Ю. П. Сăнарсене пурнăçра шырать / Ю. П. Матросов ; Н. Иванова калаçнă // Хресчен сасси. – 2000. – 18 янв.
  • Филиппова, Л. 50 çул вăл – паллă çул / Л. Филиппова // Хыпар. – 1997. – 13 нарăс.
  • Чикмякова, С. Илемлĕх туйăмĕ ан çухалтăр / С. Чикмякова // Çĕнтер- çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 2006. – 20 çу. – С. 5.
  • Эктел, В. Чи тĕплĕ роль / В. Эктел // Хыпар. – 1997. – 12 нарăс.
  • Викторов, Ю. Дизайнер, живописец, сценограф / Ю. Викторов // Чăваш ен. – 1997. – 8–15 февр. (№ 6). – С. 9.
  • Викторов, Ю. Один из ведущих дизайнеров / Ю. Викторов // Тăваньен (Шупашкар р–нĕ). – 1997. – 8 нарăс.
  • Матросов, Ю. Юрий Матросов : «Я – миллионер» / Ю. Матросов ; записала А. Юрату // Чебоксар. новости. – 2001. – 7 апр. – С. 3.
  • Театральный роман художника // Чебоксар. новости. – 1997. – 13 февр.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет