Юханшыв
Юханшыв — çырансен хушшинче юхса тăракан, юхса выртакан шыв. Юханшывсене юханшыв гидрологиĕ тĕпчет.
Кашни юханшывăн çăлкуçĕ, тата ăçта-та пулин юхса кĕнĕ вырăн (кӳлĕ, тинĕс, океан, урăх юханшыв) пур. Океана, тинĕсе е кӳлĕсене юхса кĕрекен юханшывсене тĕп юханшывсем теççĕ, вĕсене юхса кĕрекенсем юпă юханшывсем тесе шутланаççĕ.
Тĕп юханшывсем вĕсене юхсе кĕрекен юпписемпе пĕрле юханшыв системи теççĕ.
Чăвашсен ĕненĕвĕнче
тӳрлетАвал вилнĕ çыннăн чунĕ те юханшывран, юханшыв çине тухса вĕçсĕр тĕнче тинĕсĕнчи çăтмаха, леш тĕнчери çылăхсăр çутă вырăна ишсе каять тенĕ. Пĕр юханшыва тепĕр юханшыв çăтса тăнăран, юлашкине тинĕс çăтса янăран леш тĕнчери пурнăçа чăвашсем çăтмах тесе каланă.
Çавна кура кивĕ йĕрĕх хуллисене, пуканесене çурхи юханшыва пăрахнă. Юханшыв вĕсене çăтмаха çитерет тесе шутланă. Юханшыв ку тĕнчерен леш тĕнчене илсе каякан çул шутланнă.