Обь (выр. Обь) — Анăç Çĕпĕрĕн юханшывĕ, Раççейри чи вăрăм, Азире иккĕмĕш.

Обь
Характеристика
Тăршшĕ 3650 км
Бассейн  лаптăкĕ  2 990 000 км²
Шыв системи Кара тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 12 492[1] м³/ç (287 вăрринчен)
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ юханшывсем пĕрлешни: Бия и Катунь
 • Çӳллĕшĕ 160
Шыв вăрри Кара тинĕсĕ
 • Координатсем 66°47′ с. ш. 69°08′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/Q
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Алтай Республики, Алтай Ен, Томск облаçĕ, Çĕн Çĕпĕр облаçĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Обь (Раççей)
Точка
Точка
шыв вăрри

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв Алтайра Бийăпа Катунь пĕрлешĕннĕ тĕлтен пуçланать, Обь тăсăлăвĕ — 3650 çм (Иртыш çăлкуçĕнчен шутласан — 5410 çм). Çурçĕрте шыв Кар тинĕсне юхса тухса кӳлмек (Обь тути (кӳлмек)) тăвать (800 çм тăршшĕ).

Хăй евĕрлĕ тĕсĕсене шута илсе юханшыва 3 пайа уйăраççĕ: çӳлти (Томĕн кӳлмекĕ таран), вăтамми (Иртыш кӳлмекене çитиччен) тата аялти (Обь тутине çитиччен).

Юхăмĕ

тӳрлет

Тĕрĕссипе, Обь Катунĕн тăсăлăвĕ пулать, анчах Обь ята вăл Катунь Бияпа пĕрлешĕнсен çеç, Бийск хулинчен анаталла, кĕрет. Обь самаях авкаланса чупать, анăçалла е çурçĕрелле юхать. Алтай Енĕнче Барнаул витĕр тухать. Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ тăрăх, Çĕнĕ Çĕпĕре витĕр каять. Çурçĕрелле, Томь облаçĕнче Томьпе, кайран Чулымпа пĕрлешет, çапла вара анăçалла çаврăнать те Колпашево хули çумĕнче Кĕтпе пĕрле малалла юхать. Тĕмен облаçĕнче Обь Нижневартовск, Сургут, Нефтеюганск, Ханты-Мансийск тата урăх хуласем витĕр юхать. Ханты-Мансийск хыççăн Обь çурçĕрелле пăрăнать, кун чух юпленчĕк вăрри тапранать, Ямал-Ненец автономлă округĕнче Обь протекает Салехард па Лабытнангине кĕрсе тухать. Çак вырăнтан пуçласа вăл самаях сарăлса пырать те Кар тинĕсĕн Обь тутине юхса кĕрет.

Шыв-çĕр пĕрлĕхĕ

тӳрлет
 
Барнаул шыв вокзалĕ патĕнче

Шыв-çĕрĕн лаптăкĕ — 2990 тыс. км². Çак кăтартăвĕпе юханшыв Раçсейре пĕрремĕш вырăнта. Çаплах Обь шыв куçарас енĕпе Раçсейри виççĕмĕш юханшыв пулать (Енисейпе Лена хыççăн).

Юханшывăн кăнтăр пайĕнче Çĕнĕ Çĕпĕр шывуправĕ пӳлсе тунă, Çĕнĕ Çĕпĕр ГЭСĕ ĕçлет. Пĕвене 19501961 çулсенче хăпартнă; ун чух нумай ял, Бердск хулин чылайăшĕ пĕве тĕпне лекнĕ. Обь тинĕсĕ (халĕ çапла ят хунă вырăнти çынсем) çĕнĕçĕпĕрсемшĕн кану вырăнĕ пулать, унăн çыранĕсенче санаторисемпе кану çурчĕсем лартнă. Юнашар çĕрсенчен те кунта канма килеççĕ.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, халĕ унпа усă курмаççĕ.

Юпписем

тӳрлет
 
Çĕнĕ Çĕпĕр шывуправĕ. Бердск сăмсахĕнчен пăхсан

Обĕн паллă юпписем: Чарыш, Алей, Чумыш, Томь (Обь юппи), Чулым (Обь юппи), Кеть, Иртыш. Обь çине юхакан шывсем: Мăн Юкан (Юкан юхăм), Çăрттан.

Чĕрчунĕсем

тӳрлет

Этимологи

тӳрлет

Ненецсем юханшыва «Саля-ям» тенĕ, вăл «сăмсах юханшывĕ» пулать. Хантăсемпе мансисем ăна «Ас» теççĕ — «мăн юханшыв», селькупсем «Квай», «Еме», «Куай» тенĕ (мăн юханшыв). Вырăссем пĕрремĕш хут зырянсемпе пĕрле юханшыва аял енче çитнĕ. Йăрмак Çĕпĕре ярса иличчен Обь таврашĕ тенĕ.

Çавăн пекех ăна иран сăмахĕпе çыхăнтараççĕ: «об» — «шыв». Кунта иран çемйиллĕ чĕлхеллĕ халăхсем малти бронзă тапхăрĕнче вăтам ĕмĕрсенче пурăннă.

Обь хулисем

тӳрлет

Обь тăрăхĕн тĕп порчĕсемпе пристанĕсем: Барнаул юханшыв порчĕ, Çĕнĕ Çĕпĕр, Томск, Сургут, Лабытнанги, Павлодар, Омск, Тобольск, Тӳмен.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ob At Salekhard (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Пуш уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 5 Пуш уйӑхӗн 2013.

Каçăсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Большая советская энциклопедия