Барнаул
Барнаул — Раççейри хула, Алтай крайĕн тĕп хули (1937 çултанпа) тата пĕр ятпа хула тăрăхĕн. Хула халăхĕ — 623 057 çын[2] (2023). Пиллĕкмĕш хула Çĕпĕрте, çирĕммĕш Раççейре халăх шучĕпе. Хĕвеланăç Çĕпĕрĕн кăнтăр енче вырнаçнă, ăçта Барнаулка Обьра юхать. 1730 çулта никĕсленнĕ, паççулкă пекех, А.Н. Демидовăн кĕмĕл-шăратакан савучĕ(выр.)чăв. патне. Пысăк транспорт тĕвĕ, промышленноç, культура, медицина тата вĕренӳ хули. Статус "Ĕçри хастарлăх хули»[3] пур.
Хула
|
Этимологи
тӳрлетХула ячĕ çинчен темиçе гипотеза пур. Çыравçă тата таврапĕлӳ вĕрентӳçĕ Марк Юдалевич тĕрлĕ шухăшĕсем пуçтарчĕ[4]. Вĕсемпе "Барнаул" ячĕ тĕрĕк, монгол е кет чĕлхисенчен кайнă, анчах хула ячĕ куçарнишĕн тĕрлĕ вариантсем пур.
Кунçул
тӳрлет1730 çул Барнаул хули никĕсне хывни официаллă шутланать. Акинфий Демидов 200 хресченсем алтайри заводсен капаштарлăхĕ илсе килнĕ. Усть-Барнаул ялĕнче нумай çынсем Вăтаçĕр Раççейрен тата Уралтан кайнă.
7 (20) раштавăн 1917 çулта кунта Совет влаçĕ кайнă.
1937 çулта Алтай Енĕн тĕп хули статусне панă.
Географи
тӳрлетВăрман-степĕн Хĕвеланăç çĕпĕр тӳремлĕхĕнче вырнаçнă. Обьçум тӳремсăртлăхĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче, Обь çӳлти юханшывĕнче унăн сулахай çыранĕнче, Барнаулкăпа шыв юхса кĕнĕ вырăнта вырнаçнă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç енчен Барнаул Обь юханшывĕпе чикĕленет, кăнтăр-хĕвеланăç енче - вăрманĕпе. Мускавран 3419 км.
Географи координачĕсем: 53°20,84′ с. ш. 83°46,74′ в. д.HGЯO. Барнаул широтсенче вырнаçнă малалла хулисем пек: Гамбург, Дублин, Кокчетав, Ливерпуль, Минск, Петропавловск-Камчаткăри, Самар, Магнитогорск тата Эдмонтон.
Сехет
тӳрлетМСК+4 сехет зонинче (Мускавран +4 сехетрен). Тĕнчери UTC+7 сехет зонинче (Гринвичран +7 сехетрен)[5].
Халăх
тӳрлет2020 çулта пĕтĕм Раççей халăх çыравĕпе, 2021 çулта юпăн 1-мĕшĕнче хула халăхпа 20-мĕш вырăнта Раççей Федерацийĕнче пурте 1120 хулисенчен вырнаçнă.
Наци йышĕ
тӳрлет1989 çулхи наци йышĕ: 89,5% çын вырăссем, 4,8% раççей нимĕçсем, 2,9% украинсем, ыттисем — 2,8%[6]. 2010 çулхи наци йышĕ[7]:
|
Администрациллĕ пайлану
тӳрлетБарнаулта 5 районсем пур. Чукунçул, Индустриал, Ленин, Юпа тата Тĕп.
Органсемпе влаç
тӳрлетКунта Алтай крайĕн влаç органĕсем вырнаçнă: Алтай крайĕнчи Саккун тăвакан пухăвĕ(выр.)чăв., крайĕн правительстви(выр.)чăв., арбитраж сучĕ(выр.)чăв..
- Хула думи
Хула хăй управлениĕн представитель органĕ — хула думи. Унта 40 депутат лартать суйлакан хула пурăнакансемпе, муниципаллă суйлавсенче 5 çул çине, пĕрмандат суйлани округĕсемпе те парти ят-йышĕсемпе.
Депутатсем думин председателне те хула пуçлăхне суйлаççĕ. Хула пуçлăхĕпе контракт 5 çулсемшĕн çырать
- Хула думин председателĕ
- Галина Буевич (6 юпа 2017 çултан).
- Барнаул пуçлăхĕ
- Вячеслав Франк (14 нарăс 2020 çултан).
Вĕренӳ
тӳрлет- Алтай патшалăх университечĕ,
- Алтай патшалăх техник университечĕ,
- Алтай патшалăх аграри университечĕ,
- Алтай патшалăх медицина университечĕ,
- Алтай патшалăх педагогика университечĕ,
- Алтай патшалăх культура институчĕ,
- Раççей МВД Барнаул юрист институчĕ.
Культура
тӳрлетТăван хуласем
тӳрлетÇĕршыв | Хула-тăвансем | Çыхăну çулталăкĕ |
---|---|---|
АПШ | Флагстафф | — |
Испани | Сарагоса | — |
Казахстан | Усть-Каменогорск | Пуш, 30 2012 |
КХР | Байчэн | Ака, 30 1992 |
КХР | Чанцзи | Раштав, 2006 |
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Генеральный план городского округа - города Барнаула Алтайского края
- ^ 1 тата 2 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
- ^ Барнаул хисеплĕ ята тивĕçнĕ «Ĕçри хастарлăх хули».
- ^ Юдалевич М. статья, 116—117 (24017—24018)
- ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5
- ^ Сайт «В Барнаул» — Общая информация.
- ^ Итоги::Алтайкрайстат.
Вуламалли
тӳрлет- Составитель А. М. Родионов, под редакцией В. А. Скубневского Барнаул. Летопись города - хронология, события, факты. — А.Р.Т., 2007. — ISBN 5-9749-0016-2
- Энциклопедия Барнаула.
- Атлас Барнаула.
- Ковалёва А. М. Барнаульский хронограф. Календарь знаменательных и памятных дат. — Барнаул: ГИПП "Алтай", 2008.
- Пурдик Л. Н. Ландшафты и экология: монография. — Барнаул: Азбука, 2007. — ISBN 978-5-93957-230-9
Каçăсем
тӳрлет- Барнаул хулин официаллă сайчĕ
- Барнаул хули думи
- Электронная карта и справочник города (уçăмсăр.). Архивланă оригинал 2014 çулхи февралĕн 14-мĕшĕ. проект 2ГИС
- Барнаул хулин 3d панорамисем
- Барнаул Архитектури
- Первая женская гимназия Барнаула (уçăмсăр.). Архивланă оригинал Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕ 2012 çулта.
- История Алтая: Просвещение (уçăмсăр.). Архивланă оригинал Апрелĕн 30-мĕшĕ 2011 çул.
- Барнаул 10 хутлă çӳллĕшрен. Фоторепортаж