Омск

Омск | |
Хула гербĕ![]() | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Омск облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1716 |
Хула, çултан: | 1782 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 1 140 (2003) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54° 38' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 73° 19' х. т. д. |
Омск, — Раççейри хула, Омск облаçĕпе тата Çĕпĕр Федераллă округăн тĕп хули. Хула пысăк транспорт çыхăвĕ шутланать. Хула çумĕнче пысăк аэропорт вырнаçнă, Транссиб магистралĕ хула витĕр иртет. Хула Иртышпа Омь пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă.
Хулара промăçлăх вăйлă аталаннă. Кунта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче нумай ВПК предприятиĕсем куçса килнĕ.
Кун-çулĕТӳрлет
Омск хӳтĕлĕхне 1716 çулта Бухгольц туса лартнă.
Хула шутне 1782 çулта кĕртнĕ.
Омск климачĕТӳрлет
КлиматТӳрлет
- Çулталăкри вăтам температура — +2,1 C°
- Çулталăкри вăтам çил хăвăртлахĕ — 2,8 м/ç
- Çулталăкри вăтам сывлăш нӳрлĕхĕ — 71 %
Чи çиллĕ уйăх — апрель, чи пĕлĕтли — октябрь, чи уяр — март. Юр нарăс тата пуш уйăхĕсенче хулăмрах (вăтамран 38 см), çу—çĕртме уйăхĕсенче хăйăрлă çилсем нумайрах вĕреççĕ[1].
ВуламаллиТӳрлет
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ Климат Омска (выр.). Погода и климат. çăлкуçран архивланă 21 Çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 27 Чӳк уйăхĕн 2010.