Çăка
Çăка чечекĕ
Çăка чечекĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Уйрăм: Покрытосеменные
Класс: Двудольные
Йĕркелĕх: Мальвоцветные
Йыш: Мальвовые
Ăрат: Çăка
Латинла çырни
Tilia L. (1753)

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 21535
NCBI 64580

Çăка (лат. Tília) — сарлака çулçăллă йывăçсен кăкĕ (речĕ).

Ăнлантарни

тӳрлет
 
Çăка. 2005, çу. Иваново облаçĕн Сава районĕ

Саралнă ареалĕ

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Tilia USSR.png
Раççейĕн тата кӳршĕ çĕр-шывсен (малтанхи ССР Союзĕн) çĕрĕсенче саралнă çăка.

Çăкасем çурçĕр çĕр чăмăрĕн вăтам тата субтропик зонисенче анлă сарăлнă. Кăнтăр-хĕвелтухăç Азинче тĕсĕсем уйрăмах нумай. Китайра кăна 15 эндемикăлллă тĕс пур. Ашă та нӳрлĕ вырăнсенче лайăх ӳсет, сăмахран Арамаçи Лешьенче, Тинĕсçумĕнче. Хуласене симĕс тĕслетес тесе анлă усă кураççĕ.

Классификаци

тӳрлет

40 яхăн çăкатĕсĕ пурри паллă. Раççейĕн европа пайĕпе Анăç Çĕпĕрте Tilia cordata сарăлнă. Çĕпĕрте, унсăр пуçне Tilia sibirica тата Tilia nasczokinii тĕл пулаççĕ, Европăра — Tilia platyphyllos, Tilia tomentosa, Кавказра — Tilia dasystyla subsp. caucasica, Аякри Тухăçра — Tilia amurensis, Tilia taquetii, Tilia mandshurica, Tilia maximowicziana. Линней çырса кăтартнă Tilia europaea L. тĕс (Tilia cordata x T. platyphyllos) (çăка х сарлака çулçăллă çăка) тĕсĕсен гибричĕ пулать. Тата ытти гибридсемпе сортсем тĕл пулаççĕ.

Евразинче çăкасен çак тĕсĕсене асăнма пулать:

Гибридсем

Усă курни

тӳрлет

Çăкасем вăрмансенче тата хуласемпе садсенче ӳсеççĕ.Йывăç вăтамран 300-400 çул ӳсет, хăшпĕрисем 1200 çул таранах пурăнаççĕ. Хуласенче симĕслетмелли тата капăрлатмалли йывăç вырăнне лартаççĕ. Йывăç вулли 2-3 метр, питĕ сайра 5 метр таран пулать.

Çутçантлăкра 20 çулта чечеке ларать, çын лартсан - 30 çула çитсен çеç. Кашни çул тенĕ пекех чечеке ларать. Çав вăхăтра сывлăшра питĕ илемлĕ, чуна кантаракан шăршă сарăлать. Çăка 2 эрне яхăн чечекре ларать.

Çăка чечекĕнчен пыл нумай тухать. Тата типĕтне чечекĕсене эмел вырăнне усă кураççĕ. Чечек пхмалли чи лайăх вăхăт - чечексен ĕурри ытла çурăлсан. Пухнă чечексене хĕвел çутти çитмен, сывлăш ирĕклĕн çӳрекен вырăнта типĕтеççĕ (температура 40-45] градусран иртмелле мар).

Типĕтнĕ чĕртавара типĕ, уçă вырăнта хут е пусма хутаçсенче усраççĕ. Вăтамран 1 кг чечекрен 300 г чĕртавар пулать. Çак эмеле 3 çул таран пахалăхне çухатмасăр упрама пулать.

Çăка топономики

тӳрлет

Çăкапа çыхăннă ятсем анлă сарăлнă. Чăвашсен Çăкалăх ятлă ялсем чылай. Вырăсла Липовка ятлă ялсемпе юханшывсем нумай.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
 
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «çăка»

Асăрхавсем

тӳрлет