Муркаш районĕ
Муркаш районĕ, — Чăваш Енĕн çӳрçĕр енче вырнаçнă район. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10 туса хунă.
Муркаш районĕ | ||
| ||
Патшалăх |
![]() | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет |
![]() | |
Тытăмĕ | 16 муниципаллă йĕркеленӳ | |
Администраци центрĕ | Муркаш чиркӳ ялĕ | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1944, нарăс, 10 | |
Район администрацин пуçлăхĕ | Тимофеев Ростислав Николаевич | |
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Николаев Игорь Васильевич | |
Официаллă чĕлхе | чăваш | |
Лаптăк | 845,34[2] çм² (10-мĕш вырăн) | |
![]() | ||
Вăхăт тăрăхĕ | ||
Телефон кочĕ | +7 83541 | |
Почтă индексĕсем | 429240 | |
Сайчĕ | ||
Координатсем: 55°45′18″ с. ш. 46°47′35″ в. д. / 55.75500° с. ш. 46.79306° в. д. (G) (O) |
ТавралăхĕТӳрлет
Ытларах пайĕ Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă, пĕчĕк пайĕ — сулахай енче. Çӳрçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Шупашкар районĕпе, кăнтăр енче — Элĕк районĕпе, хĕвеланăç енче Етĕрне районĕпе юнашар. Пĕтĕм лаптăкĕ 845,3 км2 танлашать, ку пĕтĕм республикăн лаптăкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш ялĕнче вырнаçнă.
Муркаш районĕ сăртлă тӳрĕм вырăнта вырнаçнă. Çырмасем пить нумай, вăтамран вĕсен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Чи пысăк юханшыв — Атăл (район тăрăх 15 çухрăм юхать). Çавăн пекех Юнкă, Сĕнтĕр тата Сурăмпа Мăн Шетмĕ (Мăн Çавал юпписем), Муркаш юханшывсем юхаççĕ. Пĕчĕк кӳлĕсемпе пĕвесем пур.
Атăл хĕррипе юман вăрманĕсем вырнаçнă. Вĕсенче вĕрене, йĕлме, çăка йывăç та тĕл пулать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕТӳрлет
1999 çулта (Кăрлач, 1) районта 37,5 пин çын пурăннă. 2002 çулта 37,1 пин çын, 2004 — 36,8 пин çын, 2005 — 36,8 пин çын пурăннă. Ытларахăшĕ вĕсенчен ялсенче пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 45 çын км2 çине. Районта пĕтĕмпе 177 ял, вăтамран вĕсенче 219 çын пурăнать. Ытларах пайĕ (98%) — чăвашсем.
Администрацилле пайланниТӳрлет
- Ильинка ял тăрăхĕ
- Йӳçкасси ял тăрăхĕ
- Катькас ял тăрăхĕ
- Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ
- Москакасси ял тăрăхĕ
- Муркаш ял тăрăхĕ
- Оринин ял тăрăхĕ
- Çатракасси ял тăрăхĕ
- Турай ял тăрăхĕ
- Уйкас Янасал ял тăрăхĕ
- Хĕтеркасси ял тăрăхĕ
- Хорнуй ял тăрăхĕ
- Чуманкасси ял тăрăхĕ
- Шетмӗпуç ял тăрăхĕ
- Юнкă ял тăрăхĕ
- Ярапайкаси ял тăрăхĕ
ХуçалăхТӳрлет
1920-1930 çулсенче районта коллективизаци юхăмĕ иртет. Ӗçе вăйпа ирттереççĕ. Ку тапхăрта районта çĕр ытла пĕрлĕхлĕ хуçăлăх йĕркеленет.
Паллă çынсемТӳрлет
- Алексеев Григорий Алексеевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Быков Александр Артемьевич, — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
- Васильев Борис Михайлович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Васильев Фёдор Семёнович, — композитор, вĕрентекен, доцент.
- Виноградов Нестор Петрович, — драма актёрĕ.
- Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литература пĕлевçи.
- Волков Павел Егорович, — чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсене тăвакан ăста.
- Воробьёв Алексей Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Гордеев Виталий Ильич, — юрăçă.
- Горшков Анатолий Ермолаевич, — чĕлхе тĕпчекенĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- Григорьев Иван Григорьевич, — чăваш прозăçи, очеркист.
- Дегтярёв Геннадий Анатольевич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Егорова Валентина Михайловна, — спортсмен.
- Ильин Александр Наумович, — юрăçă.
- Костин Михаил Кондратьевич, — агроном, журналист.
- Лазарева Александра Назаровна, — редактор, прозăçă, куçаруçă.
- Михайлов Спиридон Михайлович, — чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă.
- Никитин Иван Дмитриевич, — фольклор пухаканĕ, этнограф, куçаруçă.
- Никольский Николай Васильевич, — историк, этнограф.
- Пайраш Кузьма Ильич, — чăваш прозăçи, драматургĕ, хирург.
- Петтоки Андрей Трофимович, — чăваш сăвăçи, куçаруçă.
- Ржанов Василий Тимофеевич, — драматург.
- Романов Никита Романович, — этнолог, фольклор пухаканĕ, вĕрентекен.
- Сергеев Леонид Павлович, — чĕлхесене тĕпчекенĕ, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Скворцов Юрий Илларионович, — чăваш прозăçи, сăвăçи.
- Смородинова Нинель Семёновна, — актриса.
- Столярова Дарья Максимовна, — актриса.
- Тимухха Хĕветĕрĕ, — чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ.
- Токарев Аверий Матвеевич, — композитор, вĕрентекен.
- Яковлев Николай Лукич, — график.
- Ярдыкова Зоя Дмитриевна, — режиссёр.
- Яштупай, —
Çавăн пекех пăхăрТӳрлет
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ 1 тата 2 ОКТМО Проверено 13 марта 2015.
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
ВуламаллиТӳрлет
- Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.
КаçăсемТӳрлет
- Официальный сайт района
- Устав Моргаушского района Чувашской республики 2005 года
- Городские и сельские поселения Чувашской Республики
- Герб Моргаушского района
- Гимн Моргаушского района
- Управление Министерства юстиции Российской Федерации по Чувашской Республике: Сельские поселения Моргаушского района
- Самый большой водопад в Чувашии. Серебряный каскад в Моргаушском районе.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |