Григорьев Иван Григорьевич (çыравçă)
Григорьев Иван Григорьевич (1924, кăрлач, 19, Сыпайкасси (халĕ Сыпай) ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ), Чăваш АССР — 1979, раштав, 20 Шупашкар Чăваш АССР) — прозăç, очерк çыравçи.
Иван Григорьев | |
Çуралнă вăхăт: | 1924, кăрлач, 19 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Сыпайкасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1979, раштав, 20 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш АССР, Шупашкар |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза, очерк |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
CCCР ÇП пайташĕ (1962).
Пурнăçĕ
тӳрлет1924 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Сыпайкасси (халĕ Сыпай) ялĕнче çуралнă.
СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче техника енчи редакторĕ, «Ялав» журналăн литература ĕçтешĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пропаганда бюровĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.
1979 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.