Горшков Анатолий Ермолаевич

Горшков Анатолий Ермолаевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1931 çулхи кăрлачăн 5 Муркаш районĕнчи Вускасси ялĕнче çуралнă.

Горшков Анатолий Ермолаевич
Горшков Анатолий Ермолаевич

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985).

Пурнăçĕ

тӳрлет

Анатолий Ермолаевич хресчен çемьинче кун çути курнă. 1938 çулта пулас тĕпчевçĕ Сăпайкассинчи пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Унтан Калайкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Ишлейри вăтам шкулсенче ăс пухнă. 1947 çулта шкултан вĕренсе тухса Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна 1953 çулта вĕренсе пĕтернĕ.

Институтра вĕреннĕ чухнех Анатолий Горшков хаçат-журнала статьясемпе тĕрленчĕксем çырма пуçланă.

Чăваш патшалăх кĕнеке издательстви редакторĕ (1953-1954; 1961-1964), Чăваш республикин пичет управленийĕн пуçлăхĕ (1964—1968), Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн директор çумĕ (1968—1989), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ (1990 çултанпа) пулнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Анатолий Горшков 1963 çулта Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче «Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Унăн тĕпчевĕсем чăваш чĕлхин лексика, орфоэпи, фразеологи, стилистика, терминологи ыйтăвĕсемпе, пуплев культурипе çыхăннă. Асăннă ыйтусене тĕпчесе вăл çĕре яхăн уйрăм кĕнекепе статьясем пичетлесе кăларнă.

Анатолий Горшков вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла, фразеологи, орфоэпи словарĕсене, чĕлхе ыйтăвĕсемпе çыхăннă сборниксене хатĕрлес тата редакцилес енĕпе те ĕçлет.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

тӳрлет
  • Чăваш чĕлхи лексикин аталанăвĕ. Совет тапхăрĕ. Ш., 1960;
  • Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики. Ч., 1963;
  • Мĕнле каласан тĕрĕс? Словарь-справочник. Ш., 1973;
  • Сăмах пултăр уçăмлă, шухăш пултăр витĕмлĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш чĕлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури. Вĕренӳ пособийĕ. Студентсем валли. Ш., 1997.

Литература

тӳрлет
  • Сергеев В.И. Паллă тĕпчевçĕ //Коммунизм ялавĕ. 1981. Янв. 4-мĕшĕ;
  • Алексеев А.А. Тăван чĕлхемĕре юратсан... //Коммунизм ялавĕ. 1991. Янв. 15-мĕшĕ;
  • Чернов М.Ф. Чĕлхе тĕпчевçи // Ялав. 1981. 3 №;
  • Чăваш чĕлхеçи Анатолий Ермолаевич Горшков. 70 çул тултарнă тĕле. Биобиблиографи справочникĕ. Ш, 2001.