Михайлов Спиридон Михайлович

Михайлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Михайлов Спиридон Михайлович (1821 çулхи раштавăн 16 Чикме уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Юнкăпуç ялĕ — 1861 çулхи кăрлачăн 15 Чикме хули) — чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă, Янтуш ятпа паллă йăхран тухнăскер.[1].

Михайлов Спиридон Михайлович
Ӳкерчĕк:Mihaylov S M.jpg
Çуралнă вăхăт: 1821, раштав, 16
Çуралнă вырăн: Юнкăпуç ялĕ, Тутаркасси вулăсĕ, Чикме уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 1861, кăрлач, 12
Вилнĕ вырăн: Чикме, Чикме уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçи, историкĕ, этнографĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Михайлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ тӳрлет

1821 çулхи раштавăн 16 Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ (Раççей империйĕ) Чикмĕ уесĕн Тутаркасси вулăсенчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Юнкăпуç ялĕнче çуралнă.

Ачаллах вăл Чикмĕ хулинчи пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вунтăваттă çула çитсен Чикмери сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Пыра-киле Янтуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă.

1854 çултанпа Раççейĕн географи пĕрлешĕвĕн (РГО) пайташ-ĕçтĕшĕ шутне илнĕ. 1859 çулта вăл пĕрлешĕвĕн кĕмĕл медальне тивĕçлĕ пулнă.

Çыравçă ĕçĕпе ĕçленĕ, 1842 çултанпа юлашки кунĕсенченех Чикмĕри вырăнти тӳрелĕх тăлмачĕ пулса ĕçленĕ. Сутра вăл чăваш чĕлхинчен куçарнă, çыру çыракан пулнă.

1852 çултанпа этнографи, истори, географи тата статистика тĕлĕшĕнчен статьясемпе заметкăсем çырма пуçланă. Вĕсенче вăл ытларах енĕпе вирьял чăвашĕсен, туçи марисен тата Чикмепе Шупашкар уесĕсен вырăсĕсене сăнласа кăтартнă. Сăкăт, Пипарс, Ишек (паттăр) тата ытти чăваш паттăрĕсем çинчен чылай хайлав пуçтарнă, пичетлесе кăларнă.

«Историко-этнографический очерк быта чуваш» пĕтĕмлетнĕ ĕçне çухатнă. Унта çырни хирĕçӳллĕ пулнă, ытларах енĕпе христос тĕнне хисеплесе, çав енченех культура çитĕнĕвне, хута вĕрентессине пысăклатма майсем çукрах тесе çырнă.

1861 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Чикмĕ хулинче çĕре кĕнĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Михайлов-Янтуш марисем çинчен те нумай çырнă, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ăна хăйсен çыравçи вырăнне хурса хисеплеççĕ.

Пурăннă чухне 34 ĕçне пичетленĕ, вилнĕ хыççăн 14 ĕçне хатĕрлесе кăларнă, 12-шне тупайман, çав шутра «Чуваши: историко-этнографический очерк» кĕнекине[2].

  • «Сĕнтĕр тăвĕ»
  • «Çĕр каçма чарăнсан калаçни»
  • «Хура элчеллĕ ывăл»
  • «Чăваш кĕвви-çемми çинчен»
  • «Чăваш туйĕсем»
  • «Чăваш юррисемпе каларăшсем»
  • «Чее кушак»

Чысланисем тӳрлет

  • РГП (географи пĕрлешĕвĕн) кĕмĕл медалĕ (1859 ç.).

Асăнмалăх тӳрлет

  • Михайлов Спиридон ячĕллĕ Юнкăпуçри вăтам шкул (Муркаш районĕ), унта унăн музейне уçнă
  • Шупашкарта урам ятне панă
  • Чикмĕри урама ят панă

Вуламалли тӳрлет

  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель. Статьясен пуххи. Ч., 1973.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
  • Димитриев, В. Д. О чувашском ученом, писателе середины XIX века С. М. Михайлове и его сочинениях о чувашах, марийцах и русских Волжско-Сурского края / В. Д. Димитриев. — Шупашкар: Изд-во ЧГУ, 2003. — 217 с.
  • Eгоров, Д. E. Спиридон Михайлович Михайлов: ист. очерк / Д. E Eгоров. — Шупашкар : Чувашкнигоиздат, 1968. — 96 с.
  • Eгоров, Д. E. С. М. Михайлов — просветитель и исследователь чувашской народной педагогики : учеб. пособ / Д. E Eгоров. — Шупашкар: Изд-во Чуваш. гос. ин-та туризма и сервиса, 1998. — 64 с. — Библиогр.: с. 60-64.
  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель : сб. ст. — Шупашкар: ЧНИИ, 1973. — 87 с.
  • Eрагин, E. Спиридон Янтушăн йăх тымарĕ / E. Eрагин // Хыпар. — 1996. — 3, 4, 5 раштав.
  • Кириллов, А. Чăвашсен пĕрремĕш эрудичĕ çырнисен пуххинче — ăру пичĕ… / А. Кириллов // Хыпар. — 2004. — 1 утă.
  • Михайлов Спиридон Михайлович // Муркашсем — ăслăлăх çыннисем. — Шупашкар, 2001. — С. 84-86.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет