Тури чӑвашсем
Тури чăвашсем (Тури, Вирьялсем, Viryal çävаşsеm) — чӑваш халӑхӗн этнографи ушкӑнӗ.
Вирьял чăвашсем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Чĕлхе | чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи |
Кĕрет | чăвашсем |
Пулса кайни | пӑлхарсем, сăварсем, вырӑнти фин укорсем[1][2] |
Генезис тӳрлет
Ку этнографи ушкӑнӗ Атӑл юхӑмӗн тури пайӗнче вырнаҫнӑран вӗсене те турисем тeççĕ. Çак ят пулса тухнине çaпла ăнлантарма пулать. Монголсем тапăнса киличчен чăвашсен икĕ тĕп этнотерритори массивĕ пулнă, анчах та ун чухне вĕсем Атăл юхнă тăрăхĕпе мар, сулахай тата сылтăм енĕпе вырнaçнипе, "тури" тата "хирти" е "чулман атăл" ушкăнĕсене уйрăлса тăнă. XVIII ĕмĕрти П. С. Паллас академикăн экспедицинче чăвашсен çaк икĕ ушкăнне палӑртнă ĕнтĕ.
Диалект тӳрлет
Вирьял диалекчĕ, — чăваш чĕлхин тури калaçăвĕ. Хальхи Чăваш Енĕн Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Трак, Çĕмĕрле, Вăрнар çĕрĕсенче пурăнан чăваш халăхĕн субэтносне пĕрлештерет.
Тĕп уйрăмлăхĕсем: фонетика енчен — [о] сасăпа усă курни (анатри диалектра çyк), пусăм йĕрки сăмахра тĕл пулакан [ă, ĕ] вăйсăр yçă сасăпа килĕшсе тăни; морфологи енчен — нумайлăха -сам/-сем аффикспа палăртни; пару ӳкĕмне -йа/-йе формантпа пĕлтерни; синтаксис тĕлĕшĕнчен — аналитика конструкцийĕ вăйлăрах аталанни.
Вирьял тени тура пурăнакан халăх çĕр-шывĕ тенине пĕлтерет. Вир сăмах паян кун чăваш чĕлхинче ирĕклĕ сăмах мар, архаика сăмахĕ шутланать. Унăн йĕрне çӳç вирелле тăрать фразеологизмра курма пулать: вирелле — эппин çӳлелле.
Вирьял диалекчĕ ватă çырулăх чĕлхи шутланнă (XVII ĕмĕр — 1870). И.Я. Яковлев çyтлăxçăн малтанхи шухăшĕпе килĕшӳллĕн вирьял диалекчĕн те литература чĕлхи шайĕнчех аталанмалла пулнă. Литература чӗлхине диалектри пусӑм системи кӗнӗ.
Чăваш чĕлхин ытти диалекчĕсем: анатри, анат енчи (ку таранччен хутăш калаçу тесе хакланă). Чăваш диалекчĕсем пĕр-пĕрне çывăх тăрaççĕ. Пур тăрăхра пурăнакан чăваш та пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать.
Топонимика тӳрлет
Чăваш чĕлхин вирьял диалекчĕпе пуплекен чăвашсем пурăнакан вырăнсенче мари топонимики сыхланса юлнă.
Халăх тум-тирĕ тӳрлет
Тĕпчевçĕсен пĕр ушкăнĕн версипе (Н. И. Гаген-Tорн[3] тата ур.), хĕрарăм кĕпин пĕркевĕ вирьял чăвашĕсен те, тyçи марисен те, пĕр пекех темелле.
Çăпатана вирьялсемпе тyçи марисем пĕр пек тунă, анатрисемпе анат енчисем урăхларах тунă. Вирьялсем вăрăм хура пустав тăлана хулăммăн (финн-укăрсем евĕрех) сырнă пулнă (Анат енчисем хура е шурă тăлапа çӳренĕ, анатрисем вара — шурă тăлапа кăна).
Çав. пекех тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- Хамидуллин Б.Л. Народы Казанского ханства: этносоциологическое исследование. Казань, 2002.
- Никитин Г.А., Крюкова Т.А. Чувашское народное изобразительное искусство. Чебоксары, 1960.
- "Культура чувашского народа", Шупашкар, 1995, ISBN 5-7670-0697-0.
- Чувашско-Марийские языковые взаимосвязи. Саранск. 1990
- Этническая культура чувашей. Чебоксары. 1990
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Чӑваш халӑхĕн этногенесӗ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ Tутарсем тата чăвашсем — пӗр йывӑҫ турачӗсем (выр.) (Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗ, 2021 ҫул). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья. — Чебоксары, 1960.
Kaçăсем тӳрлет
- Вирьял (чувашские марийцы или марийские чуваши) Архивленĕ 30 Пуш уйӑхӗн 2019 çулта.