Анатри чăвашсем
Анатри чăвашсем (Хирти; Аnаtri çävаşsеm) — чăваш халăхĕн этнографи ушкăнĕ. Этнографсем виç ушкăна пайлaççĕ: çypçĕр (Енĕш тата Вăрăм юханшывĕсем хушшинчи); хĕвеланăç (Пăлапа Хырла хушшинчи); кăнтăр (Кĕтне, Хырла хушшинчи).
Анатри чăвашсем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Пурӗ: ~ 750000 (2010 çул) | |
Чĕлхе | чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, хăшпĕрисем тутар чĕлхине пĕлеççĕ[1] |
Кĕрет | чăвашсем |
Пулса кайни | пăлхарсем, сăварсем, ютран килнĕ кыпчаксем тата вырăнти фин укорсем[2][3] |
Пурăнакан тăрăхĕсем
тӳрлетАнатри чăвашсем пурăнакан тăрăх анат енчи чăвашсен тăрăхĕпе чикĕленет, чикĕ Вăта юханшывĕ тăрăх вырнaçнă. Анатри чăвашсем пурăнакан тăрăха: Канаш, Кaçaл, Патăрьел, Шăмăршă, Тăвай, Йĕпрeç тата Елчĕк районĕсем кĕрeççĕ. Анатри чăвашсем Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр, Самар, Ĕренпур тата Сарăту облаҫĕсенче те пурăнаҫҫĕ.
Генезис
тӳрлетАнатри чăвашсем XVI ĕмĕрте пулса кайнă. Paççeй, Хусан ханлăха çĕнтернĕ хыççăн, Вырăс патша администрацийĕ, Чăваш Енĕн вăтам тавралăхăн, Хусан тавралăхăн халăха, Чăваш Енĕн кăнтăр енчи сахал пурăнакан çeçeнхир çĕрĕсем çине хăваласа кăларнă[2].
Петр Третьяков тĕпчевĕсем тăрăх хальхи Чăваш Ен çĕрĕсен кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕ, анатри чăвашсен пурăнакан вырăнĕ, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çирĕп кĕрсе вырнaçнине палăртнă. Совет тухăç ăслăлăхĕ, тарихшы-арабист, Андрей Ковалевский этнограф çaпла çырнă: монголсем XIII–XIV ĕмĕрте тапăннă хыççăн Пăлхар патшалăхне аркатса тăкнă. Çавăнпа та çaк çĕрсем çине хĕвелтухăç енчен тарса килнĕ халăх, пăлхар компонентне, ку çĕрсенче тата ытларах вăйлатнă.
Антропологи
тӳрлетАнатри чăвашсене, Вирьял чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоид компоненчĕ чылайрах курăнать. Патăрьелпе, Елчĕк районĕсенче пурăнакансен: тĕттĕм пигментаци, вăтам пӳллĕ, çӳллĕ сăмса кăкĕ пысăк, пит-кyça вăйлă асăрхаттармалли процент. Çак паллăсем понтика типне кăтартaççĕ[4].
Тумтир
тӳрлетЧăвашсемпе тутарсен вăрах хутшăнăвĕсене пула, чăвашпа тутар тумтирĕсен пĕрпеклĕхĕсем нумай.
Ӳчĕ çине кĕпе тăхăннă. Кĕпесене тĕрлĕ пахалăхлă пиртен çĕленĕ, ку килйыш пуянлăхĕнчен килнĕ. Ĕлĕк, кĕл тунă чух, шурă кĕпе йӳле ярса тăхăнă, ун çине пиçиххи çыхнă[3].
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Халăх çыравĕ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ 1 тата 2 Чăваш халăхĕн этногенесĕ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ 1 тата 2 Tутарсем тата чăвашсем — пĕр йывăç турачĕсем (выр.) (Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕ, 2021 çул). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
- ^ Valery Alekseyev Outline of the origin of the Turkic-speaking peoples of Eastern Europe in the light of craniological data / Problems of ethnogenesis of the Turkic-speaking peoples of the Middle Volga region. — Kazan: 1971. — P. 245-300.
Kaçăсем
тӳрлет- Рaççeйри чăвашсен йышĕ 2002 çyлхи халăх çыравĕ.