Тăвай районĕЧăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Тăвай районĕ
Герб
Герб
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Тытăмĕ 10 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Тăвай чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1935, пуш, 1
Район администрацин пуçлăхĕ Ванерке Владимир Алексеевич
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ Шакин Александр Валерьевич
Официаллă чĕлхе чăваш
Пурăнан халăх (2017) 14 818 [2]
Йышлăх 28,24 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем, вырăссем
Лаптăк 524,67[3] çм²
Тăвай районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83548
Сайчĕ
Координатсем: 55°31′00″ с. ш. 47°47′00″ в. д. / 55.51667° с. ш. 47.78333° в. д. / 55.51667; 47.78333 (G) (O)
Тăвай районĕ

Чăваш Енĕн тухăçĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тăвай ялĕнче вырнаçнă.

Çутçанталăк Тӳрлет

Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.

Çĕр айĕнчи пурлăхсем йышĕнче çурт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрринпе кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.

Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.

Администрациллĕ пайлану Тӳрлет

Халăх йышĕ Тӳрлет

1999 çул пуçламăшĕнче районта 19,3 пин çын пурăннă. Ку районта çынсем питĕ йышлă пурăнаççĕ. 1км 2 çине 38 çын килет. Районта пĕтĕмпе 31 ял, вĕсенче вăтамран 655 çын пурăнать. Çынсен шучĕнчен 90% ытла чăвашсем.

Паллă çынсем Тӳрлет

Çав. пекех Тӳрлет

Асăрхавсем Тӳрлет

Каçăсем Тӳрлет