Парамонов Тимофей Парамонович
Парамонов Тимофей Парамонович (1895 çул, çĕртме, 13 — 1988 çул, çу, 15) 1988, Лачкасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ)) — малтанхи чăваш композиторĕсенчен пĕрри, мусăк ĕçченĕ, педагог.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Тимофей Парамонов | |
Çуралнă вăхăт | 1895 çĕртме, 13 |
---|---|
Çуралнă вырăн |
Лачкасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1988 çулхи çу, 15 |
Вилнĕ вырăн |
Лачкасси ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, Раççей Федерацийĕ |
Патшалăх | СССР |
Профессисем | СССР композиторĕ, мусăк педагогĕ, хор дирижёрĕ (XX ĕмĕр) |
Жанрсем | юрă |
Парнесем | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ |
Чăваш халăхĕн юррисене пухнă, вĕсене халăх хушшинче сарнă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1934 çул)[1].
Пурнăçĕ
тӳрлет1895 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Лачкасси ялĕнче çуралнă.
1909-1915 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
1915-1921 çулсенче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тата граждан вăрçине хутшăннă. 1922 çултанпа Канашра ĕçленĕ. Канашра вăл педагогика техникумĕнче сĕрме купăс çинче выляма хăнăхтарнă, шкулсенче юрлама, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентнĕ.
1924 çулта Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ. 1929 çулта чăваш чĕлхин грамматика кĕнекине çырса пичетлесе кăларнă.
Тимофей Парамонов 500 ытла халăх юрри пухса çырнă. Çавăн пекех хор ертӳçи пулнă.
1938 çулта айăпсăр репрессиленĕ.
1957 çулта реабилитациленĕ.
1988 çул çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Лачкасси ялĕнче вилнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Илюхин, Ю. Паллă фольклорист / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. – 1970. – 13 июнь.
- Федорова, E. Хăй пухнă юрăсен кĕнекине курма ĕмĕтленнĕ / E. Федорова // Хыпар. – 1995. – 7 утă.
- Юмарт, Г. Тимофей Парамонов / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1995. – 17-24 çĕртме (№ 25). – С. 13.
- Алжейкина, Г. В. Музыкант и педагог Тимофей Парамонович Парамонов / Г. В. Алжейкина // Проблемы художественной культуры Чувашии. – Чебоксары, [2007]. – Вып. 3. – С. 190-202.
- Демидов, В. Ф. Пропагандист народной музыки / В. Ф. Демидов, А. В. Изоркин // Их имена останутся в истории : сб. ст. – Чебоксары, 1993. – Кн. 1. – С. 211-216.
- Илюхин, Ю. А. Парамонов Тимофей Парамонович / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 314.
- Илюхин, Ю. А. Парамонов Тимофей Парамонович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 369.
- Илюхин, Ю. Прерванная музыка композитора / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1995. – 23 июня.
- Кондратьев, М. Г. «Рукопись представляет огромнейший интерес» : музыкальное наследие Тимофея Парамонова / М. Г. Кондратьев // Музыка. Искусство, наука, практика. – 2013. – № 1 (3). – С. 45-53.
- Решетников, Л. Песни родной стороны / Л. Решетников // Совет. Чувашия. – 1975. – 19 янв.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чувашская энциклопедия
- «Рукопись представляет огромнейший интерес»: музыкальное наследие Тимофея Парамонова 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |