Лачкасси, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Лачкасси
выр. Латышево
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Тăрмăш
Координатсем 55°30′22″ с. ш. 47°41′56″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: недействительная широта
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429281
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 825 002
Лачкасси (Раççей)
Точка
Лачкасси (Чăваш Ен)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ, ял тытăмлăхĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 126 çын, çав шутра 59 арçын, 67 хĕрарăм пурăннă[2].

Истори

тӳрлет

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.

1710 çулта ку ялта 9 кил шутланнă. 1866 çулта 61 килте 332 çын пурăннă.

 
Лачкасси патӗнчи арман (1950-мӗш ҫулсем)

Кулак тесе айӑпланнисем

тӳрлет

Лачкасси ялӗнче 8 ҫынна кулак тесе айӑпланӑ[3]:

  • Дмитриев Иван, вӑрманпа аппаланнӑ, тырӑ сутнӑ, сасӑлав правине туртса илнӗ.
  • Максимов Василий, ҫынсене тара тытса ӗҫлеттернӗшӗн, суту-илӳ тунӑшӑн (революциччен те ку ӗҫпе аппаланнӑ).
  • Павлов Пётр, ҫил арманӗн хуҫи пулнӑ, революциччен те, каярахпа та ҫӗр тара илнӗ пулнӑ.
  • Петров Илья, тырӑ тата мӑчала сутнӑшӑн.
  • Романов Дмитрий, ҫил арманӗн 1/2 пайӗн хуҫи пулнӑшӑн, сасӑлав правине туртса илмен.
  • Тарасов Василий, ҫил арманӗн 1/2 пайӗн хуҫи пулнӑшӑн, ҫынсене тара тытса ӗҫлеттернӗшӗн (темиҫе чӑпта станокӗ пулнӑ), тырӑ сутнӑшӑн, сасӑлав правине туртса илнӗ. Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ.
  • Трифонов Егор, кӗрпе арманӗн 1/2 пайӗн хуҫи пулнӑшӑн, сасӑлав правине туртса илмен.
  • Трифонов Никита, кӗрпе арманӗпе ҫил арманӗн 1/2 пайӗн хуҫи пулнӑшӑн.

Паллă çынсем

тӳрлет

Нумай ачаллӑ амӑшсене хисеп туни

тӳрлет

Лачкассинчи ҫак хӗрарӑмсене «Ача амӑшӗн мухавӗ» орденсемпе чысланӑ (хӑлӑпра степеньне кӑтартнӑ)[4]:

  • Александрова Ольга Леонтьевна (1879 ҫ.ҫ.; II, II, I ст.);
  • Дмитриева Мария Васильевна (1916 ҫ.ҫ.; III, II ст.);
  • Ермолаева Матрена Ильинична (1895 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Иванова Дария Ивановна (1903 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Иванова Прасковья Мартыновна (1930 ҫ.ҫ.; III, II ст.);
  • Игнатьева Пелагея Кононовна (1893 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Казакова Евдокия Васильевна (III ст.);
  • Недерова Себиде Петровна (1870 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Новикова Александра Романовна (1907 ҫ.ҫ.; II, II, I ст.);
  • Павлова Ульяна Павловна (1909 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Петрова Ульяна Трофимовна (III, II ст.);
  • Сельмина Агрипина Александровна (1895 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Сергеева Таисия Гавриловна (1923 ҫ.ҫ.; III, II ст.);
  • Соколова Анна Семеновна (1906 ҫ.ҫ.; II, II, I ст.);
  • Тарасова Мария, Якимова Дария Федоровна (1908 ҫ.ҫ.; III ст.);
  • Яковлева Феодосия Семеновна (1903 ҫ.ҫ.; III ст.);

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ РИА ЧР, ф. Р-822, д. 46
  4. ^ Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; главный редактор-составитель В. Я. Шакров ; [автор предисловия В. А. Ванерке]. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634, [2] с. — 257 с.

Каçăсем

тӳрлет