Сверчков Никита Кузьмич

Сверчков Никита Кузьмич (27.1.1891, Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) — 18.7.1985, Шупашкар, Чăваш АССР) — ӳкерçĕ, ССРП ӲП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1975 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1981 ç.), Хĕрлĕ Çăлтăр тата «Хисеп палли» орденĕсен кавалерĕ. Унăн ятне çавăн пекех Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине çырса хунă[1]

Никита Сверчков
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Сверчков Никита Кузьмич
Çуралнă вăхăт: 1891 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ), Раççĕй империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1985 çулхи утăн 18-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Пулса тухни: çĕр ĕçтешĕ
Пăхăнулăх: Раççей империйĕ
Гражданлăх: ССРП
Вĕренӳ: Хусанти ӳнер шкулĕ, Санкт-Петербургри ӳнер академийĕ
Стиль: графика
Паллă ĕçсем: "Чăваш автономийĕ пирки пĕлтерни" (1935), "Пĕрремĕш трактор чăваш ялĕнче" (1937), "А.С. Пушкин чăваш ялĕнче", "Хĕр вăрлани".
Пулăшакансем: К. Н. Баратынская
Сĕм янă: Валерий Семёнов
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Хисеп палли» орденĕ
Хисепсем: Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1975 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1981 ç.) Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнеки

Биографи

тӳрлет

1891 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.

1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче пĕлӳ пухнă, 1917 çулта Санкт-Петербургри ӳнер академин аслă ӳнер училищинче вĕренсе тухнă. 1931 çулта çавăн пекех Омскра вырнаçнă чукун çул транспорчĕн инженерĕсен институтĕнче вĕренсе тухнă.

1923-1927 çулсенче Бийск хулинче «Алтай Çăлтăрĕ» хаçатăн секретарĕ, кайран Омскра вырнаçнă М. А. Врубель ячĕпе хисепленсе тăракан ӳнерпе промăçлăх техникумĕнче ректор пулса ĕçленĕ. АХРР Çĕпĕр Анăç филиалĕнче вĕрентнĕ (1928-1931).

1923-1941 çулсенче «Капкăн» журналта ӳкерçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1940-1951 çулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вĕрентнĕ, 1948-1951 çулсенче Шупашкарти пĕрремĕш ача-пăча ӳнер шкулĕн директорĕ пулса тăрăшнă.

1935-1951 çулсенче Чăваш АССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулнă.

1985 çулхи утăн 18-мĕшĕнче халăх ӳкерçи Шупашкар хулинче (Чăваш АССР) çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет
«Чăвашсем Крымра» конверт.

Паллă ĕçĕсем:

  • "Арăм сăнӳкерчĕкĕ" (1918);
  • "Хоровод" (1928);
  • "Чăваш автономийĕ пирки пĕлтерни" (1935);
  • "Пĕрремĕш трактор чăваш ялĕнче" (1937);
  • "Передача колхозу Государственного акта на вечное бесплатное пользование землей" (1937);
  • "Хĕр вăрлани" (1938);
  • ""Чăваш комсомолĕ" броньăпуйăсĕ" (1943);
  • "А.С.Пушкин чăваш ялĕнче" (1950);
  • "Чăваш туйĕ" (1967);
  • "Юман кати" (1974).

Вуламалли

тӳрлет
  • Н. А. Ургалкина, "Никита Кузьмич Сверчков. Жизнь и творчество", Шупашкар, 1983.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет