Енĕш Нăрваш, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Енĕш Нăрваш
выр. Яншихово-Норваши
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Община ял тăрăхĕ
Координатсем 55°34′58″ с. ш. 47°35′49″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1563
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православи
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 850 001
Енĕш Нăрваш (Раççей)
Точка
Енĕш Нăрваш (Чăваш Ен)
Точка

Кун-çулĕ

тӳрлет

Енĕш Нăрваш 1563 çулта Тимеш (Тăвай) ялĕнчен уйрăлса никĕсленнĕ. 1565 çулта кун çути курнă "Писцовой тата мишавай" кĕнекинче çапла çырнă:

<Куçару: Ял çĕнĕскер, виçĕ кил. Вĕсене Тимешри виçĕ чăваш Янших, Охметка, Кепяк мордвасен çĕрĕ çинче никĕсленĕ — патшалахăн оброк тÿлекенсен ялĕ — Нăрваш шывĕ синчи Нăрваш — уй-хир леш енче. Ĕнтĕ икĕ çул таран пурнаççĕ унта Яншихпе юлташĕсем.>

.Тĕрлĕ çулсенче ял ятне тĕрлĕрен каланă. Яла пуçлакансем çырма хĕрринче ларнăран ăна Çĕнĕ Çырма, Çĕнĕ ял тенĕ пулмалла. 1781-1782 çулсенче д.Янтиково (Синь Сирма) тесе çырни пур. 1859 çулта - Нăрваш çырминчи Аслă Нăрваш ялĕ тенĕ. 1867 çулхи карттă çинче - Норваш, 403 двора тесе палăртнă. 1898 çулта ялта чиркӳ туса лартнă хыççăн ăна Енĕш Нăрваш сали (выр. село Яншихово-Норваши) тесе калама та, хут çине çырма та тытăннă.

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.

Çулсем Хронологи тапăлĕ
1563 Виçĕ чăваш куçса килсе яла никĕсленĕ
1565 Ял çинчен пуçласа Писцавай кĕнекере çырса кăтартнă
1700 Кивĕ ял çунса кайнă, çĕннине Сикте çăлĕ патне куçарса лартнă
1710 Ревизи вăхăтĕнче ялта 24 кил шутланнă
1725 Ял çыннисене Христос тенне кĕртсе Шăхаль чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ
1763 Тĕне кĕнисене Нăрваш Сали чиркӳ прихучĕ çумне çирĕплетнĕ
1858 Ялта 139 кил шутланнă
1871 Ялта шкул ĕçлеме пуçланнă
1895 Ял çыннисен пухăвĕнче ялта чиркӳ лартма йышăннă
1898 Ялта чиркӳ туса пĕтернĕ, кĕлĕ ирттерме пуçланă
1903 И.Я.Яковлев пулăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ
1905 Ялта пушар тухса 83 кил тĕппипе кĕлленнĕ
1908 Пушар тухса 30 кил çунса кайнă
1911 Ялта 427 кил шутланнă
1912 Чиркӳ çурчĕ çунса кайнă
1914 Çĕнĕрен туса лартнă чиркӳ ĕçлеме пуçланă
1922 Ялта комсомол ячейки йĕркеленнĕ
1927 Вулав çурчĕ уçăлнă
1930 Ял халăхĕн мăн пухăвĕнче "Енших" ятлă колхоз тума йышăннă
1930 Колхоза "Красная Чувашия" ят панă
1933 Колхоза пĕрремĕш трактор "Фродзон" илсе килнĕ
1934 Колхоз пĕрремĕш автомобиль туяннă
1939 Ялта пушар тухса 114 кил çунса кайнă
1955 Колхозра кукурус акма пуçланă
1956 Ялти килсене электричество кĕнĕ
1957 Чиркĕве пăсса клуб тата ял канашĕпе колхоз правленийĕн çурчĕсене туса лартнă
1961 Вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне хăпартнă, унта ачасене вĕрентме пуçланă
1967 Канашран Енĕш Нăрваша автобус çӳреме пуçланă
1979 Колхоз правленийĕ, ял канашĕ, почта уйрăмĕ, перекет касси çĕнĕ çурта куçнă
1981 Тăрмăша тухакан çула асфальт сарнă
1983 Ялта çĕнĕ культура çурчĕ туса хута янă
1987 Ялта ача пахчи туса пĕтернĕ, ĕçе кĕртнĕ
1990 Ялта историпе асăну музейĕ уçăлнă
1991 Ялта çĕнĕ чиркӳ çурчĕн никĕсне хывнă
2000 Яла çутçанталăк газне кĕртнĕ
2002 Ялта тухтăр офисĕ ĕçлеме тытăннă

Статистика

тӳрлет
Çулсем Кил-çурт шучĕ Халăх йышĕ
1565 3
1710 24
1763 99 553
1858 139 1152
1861 1135
1867 225 1344
1870 235 1157
1878 551 арçын
1895 322 1941
1897 353 1918
1901 353 2083
1907 427 2188
1911 427 2216
1924 460 1836
1930 510 2336
1940 437 2329
1945 470 1816
1950 526 2187
1974 613 2783
1991 618
1998 637 1767
1999 642 1690
2000 648 1723
2001 652 1661
2002 652 1668
2003 652 1656
2004 652 1631
2005 656 1636
2010 1241[2].

Çутĕç

тӳрлет
 
Енĕш Нăрвашри вăтам шкул

1871 çулхи октябрь пуçламĕшĕнче Енĕш Нăрвашра Николай Максимович Богородицкий пуп тăрăшнипе чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче пĕрмĕш уроксем пулаççĕ. Шкула 30 ар çын ача çӳреме пуçланă. Паллă пулăмсем

Çулсем Хронологи таблици
1871 Енĕш Нăрваш чиркӳ прихучĕн шкулĕ уçăлнă
1874 Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕрентӳçĕ пулса М.Т.Тимофеев ĕçлеме тытăннă.
1879 Енĕш Нăрваша пуçласа И.Я.Яковлев шкул çурчĕ тума çĕр уйăрса пама ыйтма килнĕ.
1882 Енĕш Нăрвашра халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен министерствăн вырăс мар халăхсен пĕр класлă учлищине уçнă.
1902 Енĕш Нăрвашри пĕр класлă училищăна икĕ класлă учлиĕ шутне куçарнă.
1920 Енĕш Нăрваш шкулĕ çумĕнче ликбез уçăлнă.
1932 Енĕш Нăрвашри шкула "Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕ" ята панă.
1935 Ялти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен çичĕ çыл вĕренмелли шкул туса хунă.
1939 Енĕш Нăрвашра вăтам пĕлӳ паракан шкул ĕçлеметытăннă.
1958 Енĕш Нăрвашра икĕ хутлă кирпĕч шкул çурчĕ купалама тытăннă.
1961 Шкулăн çĕнĕ çуртне хутя янă.
1971 Енĕш Нăрваш шкулĕн 100 çулхи юбилейĕ. Шкула Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп Хучĕпе чысланă.
1975 Икĕ хутлă шкул çурчĕ çумне кирпĕчрен тĕртсе спорт залĕ купаланă.
1990 Шкул районта чи малтан "БК-0010-01" компьютер туяннă.
1991 Ялти историпе асăну музейне "Халăх музейĕ" ята панă.
1991 Енĕш Нăрваш шкулĕн 120 çулхи юбилей.
1996 Енĕш Нăрваш шкулĕн 125 çулхи юбилей.
1996 Енĕш Нăрваш шкулне Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чыслани çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Хутай кăларнă.
1996 Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Енĕш Нăрваш шкулĕнче пулнă, шкула Чăваш Республикин Хисеп Хучĕпе чысланă.
2002 Шкул Интернет сеть системине кĕнĕ.
2002 Кушкăри татат Нăрваш Салинчи кĕçĕн классене Енĕш Нăрваш шкулĕ çумне пĕрлештернĕ.

Музей

тӳрлет
 
Енĕш Нăрвашри музей

Ялти музея, "Историпе асăну музейĕ" ят парса, 1990 çулхи раштавăн 21-мĕшенче уçнă. Музей И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1903 çулта туса лартнă шкул çурчĕнче вырнаçнă. Историпе асăну музеĕнче çакăн пек пӳлĕмсем ĕркеленĕ:

- этнографипе ял пурнăçĕ;
- шкул историйĕ;
- колхоз историйĕ;
- тăван çĕр-шыва хӳтелекенсен пӳлĕмĕ;
- И.Я.Яковлевăн асăну пӳлĕмĕ;
- ӳкерçĕсен пӳлĕмĕ;
- ӳкерчĕксемпе кӳлепӳсен пулĕмĕ;
- музей фончĕн управ пӳлĕмĕ.

1991 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне "Раççей Федерацийĕн халăх музейĕ" ята панă. Халĕ вăл "Енĕш Нăрваш историпе асăну халăх музейĕ" ятлă.

Музейра пурĕ 5316 экспонат. Вĕсен шучĕ кунсеренех хутшăнса пырать.

Паллă çынсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет