Данилов Михаил Данилович
Данилов Михаил Данилович — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи. 1881 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енӗш Нӑрваш (халь Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1937 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Михаил Данилов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Данилов Михаил Данилович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1881, утă, 7 |
Çуралнă вырăн: | Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1937 |
Вилнĕ вырăн: | Тăвай районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш куçаруçи тата сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1975 - 2014 |
Жанр: | юмах, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Кун-ҫулӗ
тӳрлет1901 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1901–1911 ҫулсенче Елчӗкри шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1911 ҫулта Хусанти миссионер курсне вӗренме кӗнӗ[1].
1917 ҫул хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентнӗ, пичет органӗсенче ӗҫленӗ музейра вӑй хунӑ.
Пултарулӑхӗ
тӳрлет1912 ҫулта «Вӗре ҫӗлен» юмаха сӑвӑласа кӑларнӑ. 1922 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх пӗрремӗш инсценировка хатӗрленӗ. 1935 ҫулта «Сунтал» журналта[2] унӑн «Чухӑн Мӗтри» сӑвӑллӑ юмахӗ пичетленсе тухнӑ.
Михаил Данилов Николай Гоголӗн тата Лев Толстойӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнипе паллӑ[1].
Каҫӑсем
тӳрлет- «Чухӑн Мӗтри» пичетленнӗ «Сунтал» журнал (25–28 страницӑсем)
Вуламалли
тӳрлетАсӑрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634 с. — 134–135 с.
- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/suntal_0_1935007.pdf