Нарспи (поэма)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Нарспи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Нарспи», — чăваш литературин классикĕ Иванов Константин Васильевич сăвăç хайланă, нумай чĕлхене куçарнă чаплă поэма.

Нарспи
Нарспи
Кăларăм
Чăваш литературин антологийĕ (1908). Унта "Нарспи" поэма чи малтанхи хут пичетленсе тухнă.
Жанр: поэма
Автор: Пăртта Кĕçтентинĕ
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1907-1908
Пичетленĕ: 1908
Куçару: вырăс (6 тăлмач), пăлхар, тутар, пушкăрт, украин, турккă, азербайджан, нимĕç, акăлчан, венгр, якут, мари, удмурт, франс, эсперанто чĕлхисене куçарнă

Поэмăн кунçулĕ

тӳрлет

Поэмăна ытти чĕлхесене куçарни

тӳрлет

Вырăсла куçарнисем

тӳрлет

А.Петтоки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров, А.Смолин тăлмачсем вырăсла куçарнă.

«Нарспи» поэмăн пăлхар хайлавĕ

тӳрлет

Пăлхар чĕлхине поэмăна П. Хусанкай (чăваш чĕлхинчен), Н. Марангозов (вырăс чĕлхинчен). Кĕнекене Софире, ДКМС ТК «Народна младеж» издательствинче 1961 çулта çутта кăларнă.

Пушкăртсем "Нарспи"пе тăван чĕлхепе паллашаççĕ

тӳрлет

Поэмăна Ĕпхӳре иккĕ хутчен кăларнă: Пушкăртпартиздатĕнче (1941 çулта), Пушкăрт кĕнеке издательствинче (1960 çулта).

Поэмăна тутарла кăларни

тӳрлет

К. Ивановăн пултару ĕçне Хусан хулинче 1941 çулта Тутпатиздатĕнче пичетленĕ.

Поэма Мари республикинче

тӳрлет

К. Ивановăн поэми мари чĕлхинче Мари кĕнеке издательстви 1958 çулта кăларать.

Удмурт çĕрĕнче

тӳрлет

А. Афанасьева, М. Можгина, "Нарспипе Сетнер удмуртла калаçма пуçларĕç. Удмурт кĕнеке издательстви, Ижевск, 1962. — 92 с.

«Нарспи» хункăрсен çĕрĕнче

тӳрлет

Ivanov Konstantin. Narszpi, szep leany / Konstantin Ivanov; [пер. А. Беде]. — Eger, 1977.

«Нарспи» акăлчанла

тӳрлет

Пĕрремĕш хут 1908 çулта чăвашла кун çути курнă «Нарспи» поэма авторĕ 100 çул тултарнă тĕле (1990 çулта) акăлчан чĕлхине кĕрет.

«Нарспи» нимĕç культуринче[1]

тӳрлет

Поэму «Нарспи» на немецкий язык художественно переложил профессор Чувашского государственного университета им. И. Н. Ульянова доктор педагогических наук В. А. Иванов в 1990 году, к 100-летию со дня рождения К. В. Иванова.

Итал чĕлхи çине куçарнă "Нарспи"

тӳрлет

2013 çулта итал чĕлхи çине куçарнă "Нарспи" поэма кун курать. Gabriele Tecchiato, Materiali per una nuova Antologia Ciuvascia. I. Kĕśtentinĕ V. Ivanov-Părtta (1890-1915), Narspi. В: Le spigolature dell'Onagro, Matteo Compareti - Rudy Favaro (eds.), Venezia, 2013, pp. 111–171.

«Нарспи» эсперанто чĕлхинче

тӳрлет

Поэмăн якут версийĕ

тӳрлет

В 1990-мĕш çулта, поэма авторĕ 100 çул тултарнă тĕле, "Нарспи" якут чĕлхипе кун çути курнă.

Украинсем «Нарспи» поэмăпа паллашаççĕ

тӳрлет

«Нарспи» францилле

тӳрлет

Азербайджансем «Нарспие» вулаççĕ

тӳрлет
  • Иванов К. "Нарспи", поэма, Баку, Азербайджанское издательство детской и юношеской литературы, 1962. — 65 с. — азерб.

Поэмăна турккăлла куçарни

тӳрлет

2007 çулта Турцире, Турккăсен Лингвистика ушкăнĕ (Türk Dil Kurumu) К. Иванов çырнă «Нарспи» поэмине турккă тата чăваш чĕлхипе пичетлесе кăларнă. Турккă чĕлхине куçараканĕ, ăнлантараканĕ — Эмине Йылмаз, тюрколог, чăваш чĕлхи ăсчахĕ, Хаджетеппе Университечĕн (Анкара) профессорĕ. Кĕнекере турккăлла çырнипе пĕрле чăваш оригиналне икĕ орфографипе, кириллицăпа тата латиницăпа вырнаçтарнă.

Хайлавăн тытăмĕ

тӳрлет

Поэма 14 пайран тытăнса тăрать. Тăватйĕркелĕхсем пилĕкшерĕн хăйне майлă блоксене пĕрлешнĕ. Çав блоксене тахçан С.П.Горский "Иванов çаври" ("ивановская строфа") теме сĕннĕ пулнă. Н.И.Иванов ăна "Нарспи" сăвви тет.[2] Çавăн пек хăшпĕр блоксенче йĕркесен шучĕ çитмест, урăхла каласан, çирĕмрен каярах. Ун пек "минус-йĕркесене"[3] çырура пăнчăлăхсемпе палăртса хайхи блоксене туллилетме май пур.[4]

Çеçпĕл Мишшиччен чăваш чĕлхинче сăмахсенчи пусăмсен çирĕп йĕркесем пулман. Çавăнпа та поэмăна силлабика виçипе çырнă теме тивет. Анчах та паянхи чĕлхере пусăмăн çирĕп йĕркисем пур. Поэмăна сасăпа вуланă чухне çавсене кашниех шута илет. Çак саманта асра тытсан паянхи тăрăмра поэмăн виçине изосиллабизмлă дольник теме май пур. Кашни йĕркере — çичшер сыпăк.[5] Хушăран-хушă логаэдла йĕркесем те тĕл пулаççĕ. Поэмăна рифмăланин уйрăмлăхĕсем те кăсăклă. Юнашар, урлă, ытам тата ытти састашсем "тĕлли-паллисĕр" черетленеççĕ.

Сăнарсем

тӳрлет
  • Нарспи
  • Сетнер — Нарспин савни
  • Тăхтаман — Нарспи упăшки
  • Михетер — Нарспи ашшĕ
  • Михетер карчăкĕ (ячĕ паллă мар) — Нарспи амăшĕ.

Поэмăн сцена çинчи пурнăçĕ[6]

тӳрлет

Чăваш театрĕсенче К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине çиччĕ хут лартнă: 1922, 1940, 1944, 1948, 1959,1979, 1989 çулсенче. 1979 -1989 çулсенче ăна кашни çулах лартнă.

Нарспи сăнарне тĕрлĕ вăхăтра Ольга Ырсем, Вера Кузьмина, Валентина Иванова, Нина Григорьева, Светлана Михайлова, Таисия Ерусланова, Рона Ананьева, Анфиса Долгова сцена çинче кăтартнă.

«Нарспи» опера[7]

тӳрлет
Тĕп статья: Нарспи (опера)

«Нарспи» поэма драматургсене çеç мар, чылай композитора хăй патне илĕртнĕ, поэма сюжетне Иосиф Пустыльник (либретто авторĕсем - Иоаким Максимов-Кошкинский тата Пётр Градов) тата Владимир Иванишин ленинград композиторĕсем (либретто авторĕ - Петĕр Хусанкай) 1940 çулта опера картине кĕртнĕ.

«Нарспи» опера спектакльне (либретто, мусăкĕ Григорий Хирпӳн) Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче 1967 çулта театăра йĕркелесе янă Борис Марков кăтартнă.

«Нарспи» — чăваш оперин хăйне евĕр тĕслĕхĕ. Çав спектакăлех, кăшт улăштарнăскер, халĕ те театрта, Тамара Чумакова (1967 çулта вăл Нарспи партине юрланă) тăрăшнипе, пурăнать.

«Нарспи» мюзикл

тӳрлет
Тĕп статья: Нарспи (мюзикл)

«Нарспи» — 2008 çулхи пуш уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Филармони сцени çинче кăтартнă мюзикл. Пĕрремĕш чăваш мюзиклĕ шутланать.

Мусăыкне Николай Казаков композитор хайланă. Либреттăна Борис Чиндыков хатĕрленĕ.

Тĕп сăнарĕсене Наталья Ильц (Нарспи) тата Александр Васильев (Сетнер) вылянă.

Çыравçăсем поэма пирки

тӳрлет

Ангел Тодоров, пăлхар çыравçи:

…«Нарспи» поэма пичетрен тухнине чăваш литературин тусĕсем - пăлхар çыравçисем - мăн савăнăçпа кĕтсе илчĕç

Литература тишкерӳçи Иван Сестримский (Болгари):

<Куçару: Поэма, хăйĕн илемлĕхле чыслăхĕсене кура, çирĕп ăнăçлăх тата вăрăм кунçул çĕнтерсе илнĕ.>

Мустай Карим, Пушкăртстан халăх сăвăçĕ:

<Куçару: Эп "Константин Иванов" ятлă тĕлĕнтермĕшрен нихçан та хăпартланма пăрахас çук. Ун анлă мухтавне кура кăна мар, кашни позилле йĕркен çутăлахне, янравне, шăршине туйса та çапла калатăп. Мĕншĕн тесен "Нарспин" пушкăртла çумкуçарăвçи пулса çак шедевр çумне сĕртĕнтĕм, хама уяври пек туйрăм унпа çывăх пулса. Ивановра эп пултаракан наци ăç-хакăлĕн чи çÿллĕ шайĕн палăрăмне куратăп. Вăл чăваш сăмахне виçесĕр ирĕклĕх тата вăрăм кунçул панă. Ку — нихçан манăçми вĕçев пулнă.>

Вуламалли

тӳрлет
  • Константин Иванов, «Сочинения», Шупашкар, 1990, ISBN 5-7670-0331-9.
  • Константин Иванов, «Нарспи», Шупашкар, 1985.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ПОЭМА «НАРСПИ» НА НЕМЕЦКОМ ЯЗЫКЕ
  2. ^ Иванов Н. И. Чăваш сăвви. Ш., 1977—123 с. — 8 С(ЧУВ) И 20.
  3. ^ Е. К. СОБОЛЕВСКАЯ (Украина). (К ВОПРОСАМ МЕТАФИЗИКИ СТИХА). МИНУС-СТИХ, ЕГО ПРИРОДА И ОНТОЛОГИЧЕСКИЕ ОСНОВАНИЯ // Москва: Портал "О литературе", LITERARY.RU. Дата обновления: 24 ноября 2007. URL: http://www.literary.ru/literary.ru/readme.php?subaction=showfull&id=1195911403&archive1195938592 (дата обращения: 05.02.2016).
  4. ^ «Нарспие» мӗнле пичетлемелле? [Текст] : ["Нарспи" позмӑна ҫӗнӗрен пичетлесси ҫинчен] / Элли Илле // Хыпар. — 2005. — 1 пуш. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ ; № 1 ; с. 2 уйр. паг.)
  5. ^ Илле, Элли. Сӑвӑ теорийӗн никӗсӗсем [Текст] : Çеҫпӗл Мишшин 100 ҫулхи юбилейӗ ҫитнӗ май - аслӗ поэта хисеп туса: [Сӑвӑ системи ҫин.] / Элли Илле // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. - 1999. - 20 ҫурла - 3 авӑн (№ 31-32). - С. 10
  6. ^ Поэма «Нарспи» на сценах чувашских театров 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Опера «Нарспи» 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет