Пусăм (фонетика)

(Пусăм ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пусăм (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пусăм (выр. Ударение) — сăмахри пĕр-пĕр сыпăка палăртса калани. Ку вăл сăмах пусăмĕ. Чĕлхе ăслăхĕнче пусăм термин ытти пулăмсене те пĕлтерет — синтагма пусăмĕ, фраза пусăмĕ, логика пусăмĕ. Вăлна: А́а́, Е́е́, И́и́, О́о́, У́у́, Ы́ы́, Э́э́, Ю́ю́, Я́я́ çине кăна лартаççĕ.

Сăмах ударенине чĕлхе ăслăхĕн фонетика уйрăмĕ тĕпчесе вĕрентет. Чăваш литература чĕлхинче сăмах пусăмĕн йĕрки пур. Çав йĕрке тăрăх тулли уçă сасăллă (а, э, у, ы, и, ӳ) сăмахсенче пусăм юлашки сыпăк çине ӳкет: калаçу; урамра, çӳре, ыран, киввисем.

Кĕске уçă сасăллă (ă, ĕ) сăмахсенче пусăм пĕрремĕш сыпăк çине ӳкет: пĕлĕтлĕ, вăрăмăш, кĕмĕл. Сăмахра тулли уçă сасă та, кĕске уçă сасă та пулсан пусăм тулли уçă сасăллă юлашки сыпăк çине ӳкет: кăмака, юманлăх.

Сăмахри пусăм фонетика паллисем уçă сасăсенче палăраççĕ: пусăм ӳкекен сыпăкри тулли уçă сасă пусăм ӳкмен çавăн пек сасăран вăрăмрах пулать (самана, телей). Çавăнпа тулли уçă сасăсем çине ӳкекен пусăм фонетика паллисем шутне вăрăмлăхпа вăй паллисем кĕреççĕ.

Пусăм ӳкекен кĕске уçă сасăсем те пусăм ӳкменнисенчен вăрăмрах, анчах пур чухне те мар. Çавна шута илсен вăрăмлăх палли пусăм тĕп палли пулма пултараймасть. Ă, ĕ сасăсемлĕ сăмахсенчи пусăм вăй паллинчен çеç килет.

Вырăнти калаçусене шута илес пулсан чăваш чĕлхинчи сăмах пусăмĕ икĕ тĕрлĕ: тури диалектри пусăм литература чĕлхинчи евĕр; анатри диалектăн уйрăм калаçăвĕсенчи пусăм, калăпăр, сăмаха уйрăммăн каланă чухне, юлашки сыпăк çине ӳкес еннелле туртăнать (кайăк, шăпчăк, Коля, машина).

Вуламалли

тӳрлет
  • Котлеев В.И. Фонетика // Хальхи чăваш чĕлхин фонетики, графики тата орфографийĕ. Ш., 1978;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.