Састаш ( "сас" çумне "-таш" аффикс хушăннипе пулнă) — сăмахсен вĕçĕсем, сăмах майлашăвĕсен тата пуплерĕшсен вĕçĕсем сасă тытăмĕ тĕлĕшпе пĕр пек пулни. Урăхла ăна рифма теççĕ (ав.гр. ῥυθμός «виçе, ритм»). Уйрăмах сăвăсенче тăтăш тĕл пулать. Сăвă йĕркисен е çаврисен вĕçĕ пирки те ятарлă ăнлав пур — ăна клаузула теççĕ. Çапла вара састаша (рифмăна) клаузулăсен пĕр пек янравĕ тесе те палăртма пулать.

Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2010-мĕш çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ "састаш" сăмахпа куллен усă курма ятарласа сĕннĕ[1].

Сăвă йĕркисен пуçламăшĕсем пĕр пек илтĕннине анафора теççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет
  • Сергеев Л.П., Тихонов А.Н. т. ыт. Чăваш чĕлхин тÿнтер словарĕ. – Шупашкар, 1985.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн сайчĕ. 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.