Казаков Николай Нилович
Казаков Николай Нилович (1962, авăн, 16, Тăрмăш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР) — раççей чăваш композиторĕ, мусăкçăсен пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, CCРП композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2002), Раççей Федерацин патшалăх парнин лауреачĕ (литература тата ӳнер - 2004), Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕ (литература тата ӳнер - 2009).[1][2].
Николай Казаков | |
Тулли ят | Казаков Николай Нилович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1962, авăн, 16 |
Çуралнă вырăн | Тăрмăш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Патшалăх | СССР |
Профессисем | композитор |
Жанрсем | юрă |
Пурнăçĕ
тӳрлетЧăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă.
Вăтам шкулта Николай вĕрсе калакан кĕвĕ оркестрĕнче пăрăхпа кларнет çинче вылянă, Тăвайри ачасен мусăк шкулĕнче фортепианăпа вĕреннĕ.
Вăтам шкул хыççăн, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи мусăкпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче, А. Г. Васильев патĕнче (кунта «Ялта» сюита, фортепиано валли вариацисем кĕвĕленĕ) вĕреннĕ.
1981—1986 çулсенче Хусанри консерваторинче, А. Б. Луппов профессор класĕнче композиципе ăста пĕлӳне илнĕ. 2-мĕш курсра Пĕтĕм Раççейри çамрăк композиторсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ, унта «Весёлые картинки» ачасен хорĕ чăваш поэчĕсен сăввисем çине кĕвĕленĕ пиллĕк пайлă сюитăна юрланă.
Консерватори хыççăн Чăваш композиторĕсен пĕрлешĕвĕн консультанчĕ пулса вăй хунă, кайран Чăваш патшалăх М. Çеçпĕл ячĕллĕ ачасен (ТЮЗ) театрĕн мусăк пайĕн ертӳçĕ.
Композитор 1988 çултанпа СССР (халĕ Раççей) композиторĕсен пĕрлешĕвĕнче, Чăваш Республикин Аслă Канашăн депутачĕ (1990), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2003). Халĕ Н. Н. Казаков Чăваш композиторĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, Чăваш патшалăх филармониин директорĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетН. Казаков чăваш эстрада юррисен жанрĕнче ĕçлет: солистсем тата вокалпа инструментлă ансамбльсем валли чылай юрă çырать. Концертсенче хăй те юрлать. Драма театрĕсемпе те ăнăçлă тăрăшать. Унăн кĕвисемпе Чăваш драма театрĕ «Айтар» тата «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Чăваш патшалăх М. Çеçпĕл ячĕллĕ ачасен театрĕ (ТЮЗ) — «Бесприданница», «Ужин после полуночи» пьесисене лартнă.
Вуламалли
тӳрлет- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу композитор пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |