Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕ

Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕ (ШМВ) — Шупашкар хулин (Чăваш Ен) культурăпа ӳнер облаçĕнче кадрсене хатĕрлекен вăтам пĕлӳллĕ професси паракан патшалăх учрежденийĕ.

Раççей Федерацинче малта пыракан вĕрентĕш шутланать.

2004 çулта вĕрентĕш Патшалăх аттестаци экспертизине ăнăçлă пурнăçласа Патшалăх аккредитацине тивĕçнĕ.

Хальхи саманта вĕрентĕшре 3 пинрен ытла профессиллĕ мусăкçăсене хатĕрленĕ.

Кунçулĕ тӳрлет

Вĕрентĕше йĕркелес инициативăна чăваш профессиллĕ мусăк ӳнерне никĕс хывакансем Степан Максимович Максимовпа Фёдор Павлович Павлов пуçланă.

1929 сулхи акан 15-мĕшĕнче Чăваш АССР Совхалкомĕн хушăвĕпе Шупашкарти мусăк шкулĕн базинче Чăваш мусăк техникумне йĕркеленĕ. 1939 çулта ăна вĕрентĕш статусне куçарнă. 1954 çулта вĕрентĕше Ф. П. Павлов композитор ятне панă.

Вĕрентĕш ĕçне пуçарса яракан талантлă мусăкçăсем:

  • сĕрме купăсçă тата композитор В. Кривоносов;
  • пианист И. Люблин;
  • пианист Э. Фейертаг;
  • виолончелист Лев Эрнестович Остен-Сакен;
  • мускав дирижерĕ тата мусăкçă-духовик С. Габер.

Пултарулăх ушкăнĕсем тӳрлет

Вĕрентĕшре 10 пултарулăх коллективĕ ĕçлет:

  • симфони оркестрĕ
  • вĕрме оркестрĕ
  • эстрада-джаз оркестрĕ,
  • халăх инструменчĕсен оркестрĕ,
  • сĕрме купăсçăсен ансамблĕ
  • Домра ансамблĕ «Нюанс»,
  • фольклор ансамблĕ «Янтал»,
  • Баянистсен ансамблĕ «Тангомания»,
  • дирижёр-хор тата вокал уйрăмĕсен хорĕ.

Администраци тӳрлет

  • Директор: Яклашкина Наталья Морисовна
  • Директор çумĕ, вĕрентӳ ĕçĕпе: Ананьева Елена Юрьевна;
  • Директор çумĕ, ăс парса çитĕнтерес ĕçĕпе: Гараев Наиль Шаукатович;
  • Директор çумĕ, администраци-хуçалăх ĕçĕпе: Какаев Хайдар Минуллович.
  • Директор çумĕ, финанс-экономика ĕçĕпе: Волынкина Надежда Геннадьевна

Вĕренсе тухнă паллă çынсем тӳрлет

Композиторсем:

  • Филипп Лукин;
  • Григорий Хирбю.

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем:

Тĕнчери конкурссен лауреачĕсем, Раççей Федерацин халăх артисчĕсем:

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ: дирижёр Валерий Важоров.

Вокалистсем:

  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ Тамара Чумакова;
  • Чăваш Республикин халăх артисчĕ Мария Еланова;
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Людмила Яковлева.

Мусăк тишкерӳçисем:

  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Юрий Илюхин;
  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, академик, ӳнер тишкерĕвĕн тухтăрĕ Михаил Кондратьев.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçисем:

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет